АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Выльăхсăр пурнăç – çук пурнăç

14 декабря 2011 г.

Пĕрле вĕреннĕ юлташăм патĕнче кăçалхи çуркунне хăнара пулма тивнĕччĕ. Пилĕк çул хушши студент савăнăçĕпе хуйхи-суйхине пайланă тусăмпа, инçетре пурăннăран, час-часах курнăçаймастпăр. Калаçса ларнă майăн вăл виçĕ ĕне, тăватă вăкăр тата ик-виç пăру усранине пĕлтĕм. Сĕт хакĕ иртнĕ хĕлле аван пулнипе вĕсем чунтан савăннă. Мăшăрĕ иртнĕ уйăхра 18 пин тенкĕлĕх сĕт сутнине кăмăллăн пĕлтерчĕ. Вĕсем выльăх-чĕрлĕх продукцине вырнаçтарсах алă-ура çавăрса пыраççĕ. Утă-улăмне хăйсен çĕрĕ çинче ха-тĕрлеççĕ, техникине те туяннă. Ялта вара урăх ниçта та ĕç çук, хуçалăхĕ тахçанах ахрат çырмине чăмнă.

– Виççĕн пĕр тăван эпир. Пурте пĕр касрах пурăнатпăр. Вăй çитерсе тракторне, комбайнне виçĕ çемье пĕрле пухăнса илтĕмĕр. Çулла пушă тăма çук. Анчах ĕçлемесен камран укçа кайса ыйтмалла; Капла ăшă та типĕ кунсенче выльăх апатне янтăлатпăр, хĕлĕпе канлĕ çеç пурăнатпăр. Мана “Мускав укçине” ĕнесем параççĕ. Ытларах усрама та май пур. Вите çеç пĕ-чĕкрех, – каласа кăтартать пĕлĕш.

Выльăх-чĕрлĕх продукцийĕн хакне тата ăна ăçта сутмаллине пĕлсе тăрсан çын темле йывăрлăха та çĕнтерет.Майсем çеç туса памалла. Çĕр çынни кунне-çĕрне, кану мĕнне пĕл-месĕр вăй хума хатĕр. Чăваш Республикин правительстви те çакна шута илмесĕр тăмасть.

Ял хуçалăх пĕрлешĕвĕсенче выльăхсен шучĕ чакать, фермăсем пушанса юлма тытăнчĕç. Хупăннисем те пур. Паяна районти 17 хуçалăхра кăна сыснасемпе ĕне-выльăх ус-раççĕ, 9 ял поселенинчи 13 витере пĕр сас-чÿ те çук. Хăшĕ-пĕрин шалти ăш-чиккинчи япаласем “ураланаççĕ”.

Ялта пурăнакансем хушшинче выльăх-чĕрлĕх йышлă тытакансем пуррине, ытларах усрама хуралтисем пĕчĕккĕ пулнине шута илсе фермерсене, çемьепе ĕçлекенсене пулăшас, йывăрлăха татса парас тĕллевпе Чăваш Республикин ял хуçалăх министерстви “Çемьепе выльăхсемпе ĕçлессине фермер хуçалăх базинче 2012–2014 çулсенче аталантарасси” тĕллевлĕ программа хатĕрлет. Унта 20-рен пуçласа 100 ытла ĕне–выльăх, 50-ран тытăнса 300 таран сысна, сурăх тата ытти выльăхсене усрас текенсем хутшăнма пултараççĕ. Çĕнтерÿ-çĕсене патшалăх витесем, çуртсем, выльăх-чĕрлĕх продукцине тирпейлекен предприятисем тума, реконструкцилеме, модернизацилеме, ăратлă выльăхсем туянма çăмăллатнă кредитсем, субсидисем парать.

Çак программăна хутшăнма пирĕн районтан 10 çын проект тăратнă. Вĕсем пурте ял хуçалăх пĕрле-шĕвĕсен пушă ларакан витисенче выльăхсем усрама тытăнасшăн. Ĕçлес текенсем хушшинче çамрăксем те чылайăн. Патшалăх ял çыннисене çапла алă тăсса пани хавхалантарать. Малашне районта кăна мар, республикăра та выльăхсен шучĕ ÿсес шанăç пур.

2012 çултан республикăра тата тепĕр тĕллевлĕ программа – “2012–2014 çулсенче фермер ĕçне пуçăнакансене пулăшасси” – ĕçлеме пуçăнмалла. Вăл фермер хуçалăхне йĕркелес текенсемшĕн пысăк пулăшу пулĕ. Программăра ял хуçалăх техникине, оборудованисене, выльăх-чĕрлĕх туяннăшăн илнĕ кредитсене, çавăн пекех лизингпа илнĕ техникăшăн, выльăхшăн тÿленĕ пĕрремĕш взносăн пĕр пайне субсидилеме палăртнă. О.ПАВЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика