17 декабря 2011 г.
Часах – Çĕнĕ çул. Киввине ăсатмашкăн ачасем чăтăмсăррăн кĕтеççĕ, мĕншĕн тесен вĕсене симĕс чăрăш эрешĕ, Хĕл Мучипе Юрпике илĕртеççĕ. Хаваслă вăйă-кулă, уяв çитĕнекен ăру асĕнче нумайлăха юлать. Хĕл Мучипе Юрпикерен хăйне евĕр парне-кучченеç илме те илĕртÿллĕ, кăмăллă. Ашшĕ-амăшĕ те килте капăр елка лартатех. Анчах савăнăçлă уяв инкек-синкекпе вĕçленесрен асăрханни кирлех. Пушар ан тухтăр. Çавăнпа та елка ирттернĕ чухне хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнмалла, вĕсене яланах асра тытмалла. Асăрханулăх пуриншĕн те тĕп вырăнта пулмалла. Чăрăша ăшăтмалли система приборĕсемпе электроприборсенчен аяккарах, çирĕп те чăтăмлă тĕревпе вырнаçтармалла. Тухса çÿремелли алăксем патне пымалли çул уçă пулмалла, алăксем тул еннелле уçăлмалла. Шăрпăкпа, çуртапа, бенгали çуртисемпе, феерверксемпе мамăкран, хутран, хăвăрт тивсе илекен материалсенчен тунă теттесем çывăхĕнче усă курмалла мар. Типĕ чăрăш та вутшăн хăрушă. Елкăна заводра кăларнă тата юсавлă гирляндăсемпе çеç çутатма тăрăшмалла. Пушар хуралĕ, вутпа кĕрешмелли хатĕрсем çинчен те манас марччĕ.
А. АНДРЕЕВА,
ВДПО инструкторĕ.