АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ямăтă укçашăн явап тытатăн

17 декабря 2011 г.

Хальхи вăхăтра тĕнчери чылай çĕр-шывра ĕçлĕ çынсем е общество деятелĕсем укçашăн çуннине хирĕç кĕрешесси пысăк пĕлтерĕшлĕ ыйту шутланать. Çавна май район прокуратури те коррупципе кĕрешессине тĕп вырăна хурса ĕçлет, ку енĕпе тĕрлĕрен тĕрĕслевсем йĕркелет. Сăмахран, район прокуратури ял тăрăх пуçлăхĕсен ĕçĕ-хĕлне тишкернĕ май хăшĕ-пĕрисем вырăнти çул-йĕре пăхса тăракан организаципе муниципаллă контракт тунă чухне коррупципе çыхăннă йĕркене пăхăнманнине тупса палăртнă. Тĕрĕслев итогĕсемпе РФ административлă право йĕркине пăсни çинчен калакан 7.29 стат-йин 1 пайĕпе килĕшÿллĕн пилĕк административлă ĕç уçнă, вĕсене пăхса тухса пурне те Чăваш Республикинчи монополие хирĕçле Федераллă службăн управленине ярса панă.

Çулталăк пуçланнăранпа районта право йĕркине хÿтĕлекен органсем коррупци сĕмĕпе çыхăннă преступленисем пирки 8 уголовлă ĕç пуçарнă. Вĕсенчен виçĕ ĕçне район сучĕ пăхса тухнă, тăватă çынна уголовлă майпа айăпланă.

Коррупципе çыхăннă фактсене пĕлекен граждансем район прокуратурине 6-25-49 телефонпа шăнкăравлама пултараççĕ.

Ю. ФУРАЖНИКОВ,

район прокурорĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика