АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ине çула тухас умĕн

17 декабря 2011 г.

Чăваш патшалăх филармонийĕнче Раççей халăх артисчĕ М. Яклашкин ертсе пыракан Чăваш патшалăх симфони капеллин оркестрĕ “Хĕллехи кăмăл” çĕнĕ программăпа паллаштарчĕ. Унăн репертуарĕ питĕ пысăк та тĕрлĕ енлĕ: чикĕ леш енчи тата вырăс композиторĕсен произведенийĕсем. Çав шутра – Л. Берстайнăн “Вестайдская история” сюити, И. Брамсăн “Венгр ташшисем”, П. Чайковскин “Акăш кÿлли” балетĕнчи “Адажио” тата “Пĕчĕк акăшсен ташши”, Г. Свиридовăн “Çил-тăманĕ”, М. Глинкăн “Кăмăл вальсĕ” тата ыттисем те. Мĕншĕн тĕплĕн чарăнса тăтăм-ха ун пирки;

Коллектив çак программăпа раштавăн 21-мĕшĕнче инçе çула тухĕ – Китай Халăх Республикине кайĕ. Çитес çулхи кăрлачăн 10-мĕшĕччен тăсăлакан çул-çÿревре пирĕн артистсен концерчĕсем Шеньжень, Чонгчин, Шанхай, Гуанджоу, ытти хулара иртĕç.

Гастроль умĕн Шупашкарта иртекен концерта вара музыка искусствин ăстисем К. Москалев, В. Николаев, В. Вахтеркин, Т. Сергеева, М. Мокшанов, В. Егоров, ыттисем хутшăнĕç.

Н. СМИРНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика