17 декабря 2011 г.
“Пĕрлĕхлĕ Раççей” парти ертÿçипе, Раççей Федерацийĕн Правительствин Председателĕпе Владимир Путинпа тата çĕр-шыв Президенчĕпе Дмитрий Медведевпа пĕр шухăшлисен Шупашкарта иртнĕ митингне 3 пин ытла çын хутшăннă. Пĕтĕм Раççейри Халăх фончĕн, “Пĕрлĕхлĕ Раççейĕн Çамрăк Гвардийĕ”, çамрăксен тата ытти юхăмĕн представителĕсем, парти членĕсем, парти майлисем çĕр-шыв ертÿлĕхĕ тытса пыракан çул-йĕре ырланă. Партин регион политканашĕн секретарĕ Леонид Черкесов, Чăваш Республикин çĕнĕ суйлаври Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Юрий Попов, Николай Николаев, Чăваш халăх поэчĕ Валерий Туркай тата ыттисем çамрăксен обществăпа политикăри пĕлтерĕшĕ, халăх депутатсен çĕнĕ корпусне шанни, тăван республикăмăрăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕшĕн пурте пĕрле тăрăшса ĕçлеме кирли, çавăн чухне кăна ÿсĕм тума пултарни çинчен каланă. Митинга пухăннисем 2012 çулхи пуш уйăхĕн 4-мĕшĕнчи Раççей Президенчĕн суйлавĕнче Владимир Путин кандидатуришĕн сасăлама чĕннĕ.
Ю. ПЕТРОВ.