17 декабря 2011 г.
Раштав уйăхĕн пуçламăшĕ тĕлне районта 34 пушара шута илнĕ. Инкексем пĕр миллион та 600 пин тенке яхăн тăкак кÿнĕ. Вут-çулăмра пĕр çыннăн пурнăçĕ татăлнă. Пушарăн сăлтавĕ тĕрлĕрен. Уйрăмах электроприборсемпе, газ хатĕрĕсемпе усă курнă, кăмакана хутнă чухне питĕ асăрхануллă пулмалла, кăвара сÿнтермесĕр хăвармалла мар.
“Пурăнмалли çурт-йĕр – 2011” операцин иккĕмĕш тапхăрĕ вĕçленсе пырать. Çав вăхăтра пушар хуралĕн инспекторĕсемпе ВДПО ĕçченĕсем пурăнакан çурт-йĕре тĕрĕслеççĕ. Вăл вара акă мĕн кăтартса пачĕ: çынсем чылай чухне юсавсăр кăмакапа, кивелнĕ электропроводкăсемпе усă кураççĕ. Ÿсĕрле пирус туртни те пысăк инкек патне илсе пырать. Инкекĕ пуриншĕн те пĕрешкел, сăлтавĕ вара тĕрлĕрен.
А. АНДРЕЕВА,
ВДПО инструкторĕ.