АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕлĕк ирĕкрен хăтарнă. Халĕ – штраф

21 декабря 2011 г.

Пурнăç улшăнса пынă май саккунсем те çĕнелсе пыраççĕ. Нумай пулмасть çеç Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думи Уголовлă кодекса тĕрлĕрен улшăнусем кĕртрĕ. Ку таранччен уголовлă тата уголовлă-процессуаллă законодательствăпа йывăр мар преступленисен шутне юри тата ăнсăртран тунă ĕçсем кĕнĕ. Çакнашкал преступленишĕн икĕ çуллăха ирĕкрен хăтарнă. Çĕнĕ саккунпа килĕшÿллĕн вара чи пысăк айăплав срокĕ–3 çул.

РФ УКăн 129, 130 статйисем çын çинчен элек сарнипе, кÿрентернипе, унăн ят-чысне вараланипе çыхăннă. Çакăншăн уголовлă майпа айăпласа виçĕ çул таран тĕрмене яма пултарнă. Саккун улшăннине кура ăна уголовлă айăплав преступленийĕсен шутĕнчен кăларнă. Халĕ вăл административлă право йĕркине пăсни шутланать. Уншăн граждансене 20 пин, должноçри çынсене 100 пин таран штраф параççĕ.

Ю.ФУРАЖНИКОВ,

район прокурорĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика