21 декабря 2011 г.
Чăвашстат 2012 çулхи иккĕмĕш кварталта 2011 çулти производствăри тăкаксен тата тавара реализацилессин (ĕç, тивĕçтерÿ) тата ĕçлекен субъектсен результачĕсен кăтартăвĕсемпе федераллă статистика сăнавĕ ирттерет. Статистика ĕçĕ РФ Правительствин 2009 çулхи нарăсăн 14-мĕшĕнче кăларнă Хушăвĕпе килĕшÿллĕн пулать.
Статистика сăнавне коммерциллĕ тата коммерци мар, страхлакан организацисем, пĕчĕк тата микро предприятисем, индивидуаллă предпринимательсем, адвокатсем лекеççĕ.
Пĕчĕк предпринимательство субъектне кĕмен коммерци организацийĕсене тата страхлакан компанисене пĕтĕмĕшле тĕрĕслеççĕ. Пĕчĕк предпринимательство субъекчĕсемпе физически сăпатсене, коммерциллĕ мар организацисене – суйласа. Организацисене тĕрĕслекен персоналăн сăнав пирки ятарлă формăна çырса Чăвашстата çитермелле. Индивидуаллă предпринимательсем те тимлĕхсĕр юлмаççĕ – вĕсем патне интервьюер-экспертсем пырĕç.
Суйласа илнĕ сăнаври сведенисем “тăкак-кăларăм” база таблицин никĕсĕ пулса тăраççĕ. Вĕсемпе тĕнчипех экономика аталанăвне эффективлăрах прогноз тума усă кураççĕ. Отрасльсем хушшинчи çыхăну тата Раççей экономикин структура шайлашăвĕ çинчен илнĕ пĕтĕмлетÿ статистика информацийĕ пулса тăрать. Çавăн пекех статистика пахалăхĕ тата макроэкономика кăтартăвĕсен прогноз шутлавĕ лайăхланать. Хатĕр таблицăсене курсан хăть хăш производитель хăйĕн тăкакĕсене вăтам отрасльтипе танлаштарма пултарать.
Хальхи вăхăтра Чăвашстат федераллă сăнава, çав шутрах унăн районти уйрăмĕ те пикенсех хатĕрленет. Хăш предприятипе организаци сăнава лекни паллă ĕнтĕ. Сайтра (chuvash.gks.ru) баннер йĕркеленĕ. Ăнлантарса çырнисенчен стенд туса çакнă.
Чăвашстатра куллен федераллă статистика сăнавĕн формисене тултарма тата респондента тиенекен йывăрлăхсене çăмăллатмалли программăпа усă курма вĕрентеççĕ. Кунтах электронлă вариантпа инструкцие тÿлевсĕр илме пулать.
Малашне тăкаксен структура тĕрĕслевĕсене 5 çулта пĕрре ирттермелле. Пухнă сведенисене хуçасăрлатаççĕ тата санкциллĕ мар усă курасран сыхлаççĕ.
Статистика информаци-йĕсене панă чухне йĕркене пăснăшăн тата тĕрĕс мар информаци панăшăн административлă явап тыттараççĕ.
М. АБДУЛЛИН.