АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Декабрĕн 22-мĕшĕ – энергетиксен кунĕ

21 декабря 2011 г.

Хаклă энергетиксем, хисеплĕ туссем!

Сире професси уявĕ ячĕпе, энергетиксен кунĕ ячĕпе саламлатăп!

Энергетик кунĕ – хăйĕн пурнăçне çынсене çутăпа тата ăшăпа тивĕçтерессипе çыхăннă йывăр, анчах та питĕ кирлĕ ĕçе халалланисен уявĕ. Отрасль ĕçченĕсем çак тивĕçе ăнăçлăн пурнăçлаççĕ, кашни киле, социаллă учрежденисене тата халăх хуçалăхĕн мĕн пур организацине электроэнергипе пĕр кăлтăксăр тивĕçтерсе тăраççĕ, çапла майпа района малалла кал-кал аталанма пулăшаççĕ. Эсир малашне те Патăрьел районĕн энергетика комплексне çирĕппĕн ĕçлеттерессе, çынсен пурнăçне ăшăрах та çутăрах тума пулăшасса, энергетика тухăçлăхне ÿстерес енĕпе тытса пыракан приоритетлă политикăна пурнăçлама хастарлăн хутшăнасса шанатăп.

Çак çутă уяв пурсăра та иксĕлми вăй-хал, çирĕп шанăç тата лайăх кăмăл-туйăм парнелетĕр. Малашнехи çитĕнÿсем, çирĕп сывлăх, телейпе ырлăх сунатăп!

Район администрацийĕн пуçлăхĕ

Н. ГЛУХОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика