21 декабря 2011 г.
Вите тулли выльăх тăнă чух кĕрсе тухма кăмăллă. Кавлесе тăракан ĕнесене, йăкăлт-якăлт сикекен пăрусене пăхатăн та чунра савăнăç туйăмĕ çуралать. Хуçалăхăн вăйĕ çакăнта иккенне тепĕр хут ĕненетĕн.
– Кооперативра халь пирĕн 540 пуç ĕне–выльăх. Унтан сăвăнакан ĕне– 210. Пушмак пăрусем пур, çавсемпе Çĕнĕ çул тĕлне 220 чуна çитересшĕн. Палăртнă тĕллевсене пурнăçлама условисем çителĕклĕ, – тет кăмăллăн “Красное знамя” ял хуçалăх предприятийĕн тĕп зоотехникĕ Ю.Чернов.
Хуçалăхра выльăх–чĕрлĕх отраслĕ – тĕп шăнăр. Кунта ăна аталантарассишĕн сахал мар тăрăшаççĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ ĕне, çуллен сысна, вĕлле хурчĕ ăратлăхĕпе те ĕçлеççĕ. Кун пекки районта кăна мар, республикăра та сахал. Çĕнĕлĕхсем те кĕртсе тăраççĕ. Тĕслĕхрен, мăйракаллă шултăра выльăхсенчен ытларах продукци илес тĕллевпе чăвашсемпе нимĕçсен пĕрлехи “Чăваш Республикинчи ялсене аталантарасси” проекта та хутшăнчĕç, Германие кайса унти фермăсемпе те паллашрĕç.
– Проект пирĕншĕн питĕ усăллă пулчĕ, çĕннине нумай вĕрентĕмĕр. Çакна кăтартусемпе те çирĕплететĕп: иртнĕ çулла шăрăх тăчĕ пулсан та сĕт сăвасси – 25, аш–какай туса илесси 20 процент ÿсрĕ. Çавăн пекех выльăх апачĕ хатĕрлесси патне те тимлĕх ытларах уйăрма тытăнтăмăр. Акă, унччен эпир жома упрама пĕлмен, нумай сая каятчĕ. Халь ăна турттарса килсен тÿрех бурта хуратпăр, тăвар сапатпăр, ятарлă хура пленкăпа витнĕ хыççăн улăм саратпăр, унтан тăпрапа хуплатпăр. Çакăн пек тусан апат пахалăхĕ те упранать, перекетлĕ те пулать. Пирĕнтен ытти хуçалăхсем вĕренчĕç, çак мелпе усă курма тытăнчĕç, – калаçăва малалла тăсать Юрий Федорович.
Асăннă проекта хутшăнса хуçалăхра çĕнĕрен кукуруза акма тытăннă. Пĕлтĕрхи вĕри те типĕ çулта та нимĕçсенчен туяннă 5 тĕрлĕ вăрлăх аван çитĕннине хам куçпа курса ĕненнĕччĕ. Кăçал та вĕсеннипех усă курнă. Белокпа пуян культурăпа усă курма пуçласан сăвăм лайăхланнине, сĕтре çу хисепĕ ÿснине палăртрĕ Юрий Чернов.
Ĕне сĕчĕ чĕлхи çинче иккенне пурте пĕлетпĕр. Анчах ку çителĕксĕр. Пурнăçра ăна çи-рĕплетсе памалла. “Красное знамя” кооперативра выльăхсен рационне чухăн тесе калаймăн. Сăвăнакан пĕр ĕнене куллен вăтамран 3 килограмм утă, 20 килограмм сенаж, 10 килограмм жом, 4 килограмм тырă фуражĕ, жмых параççĕ. Улăм (кăнтăрла уçăлтарма илсе тухсан) çитереççĕ, тăварне те çавăнтах сапаççĕ. Çамрăк пăрусемпе сысна амисен, çурасен апачĕ çине Хусантан илсе килнĕ ятарлă хушма витаминсем хушассине те йăлана кĕртнĕ.
– Выльăх– чĕрлĕхрен продукци илесси апата мĕнле хатĕрлесе панинчен те питĕ нумай килнине хам куçпа курса ĕнентĕм. Германие кайсан, фермăсене çитсе куртăмăр. Ĕнесене унта апата миксерпа вĕттиç тураса çитереççĕ. Кун пек тусан сая каймасть, хырăмлăхра та хăвăртрах ирĕлет. 15 çул каялла çулталăкра пĕр ĕнерен пирĕн чухлех – 4–5 пин килограмм – сĕт илнине, апата асăннă мелпе хатĕрлесе пама тытăнсан, кăтарту ÿснине пĕлтерчĕç. Апата валеçсе паракан агрегатра миксерĕ пирĕн те пур-ха вăл – хăйех тиет, вĕтетет, салатса парать. Çапах вĕсеннех çитеймест. Апла пулин те унпа усă курма тытăннăранпа апат аванах перекетленет, – тет Ю. Чернов.
Ĕнесене йăхтарнă чухне те халь кунта Германинчен илсе килнĕ вăрлăхсемпе усă курма тăрăшаççĕ. Пăрусем хăвăртрах çитĕнеççĕ, лайăхрах ÿт хушаççĕ тата паркарах пулаççĕ. Маларах та йăхаççĕ иккен. Çамрăк выльăхсен кашни уйăхри виçине, хăçан йăхнине çырса пынă журналтан та çакă лайăх курăнать.
Сывă выльăхран кăна продукци илме пулать, анчах хăш– пĕр чухне профилактика туни кăна сахал. Чĕрнисене вăхăтра касса тăни те пысăк пĕлтерĕшлĕ.
– Унччен ĕнесем ура чирĕпе час–часах аптăратчĕç, вĕсене какая яма тиветчĕ. Проекта ертсе пыракансем выльăхсен чĕрнисене мĕнле тĕрĕс касмаллине, тасатмаллине вĕрентрĕç. Халь çак ĕç патне тимлĕх ытларах уйăрма тытăнтăмăр та чирлесси сахалланчĕ, – калаçăва малалла тăснă май пĕлтерет Юрий Федорович.
“Красное знамя” кооперативра витесем кивĕ пулсан та çĕнĕлĕхсем кĕртме тăрăшаççĕ. Малтан кунта сумалли зал тума ĕмĕтленнĕ, анчах хуралтăсем тахçанхисемех пулнăран ку шухăша пăрахăçлама тивнĕ. Ун вырăнне халь сĕт тÿрех пăрăхсем тăрăх сивĕтмĕше каять. Элĕк районĕнчи “Новый путь” хуçалăх фермине çитсе курнă хыççăн вĕсен опычĕпе те вырăнта усă курма тытăннă. Ĕнесем тăракан тата пăрулаттармалли витесенчи урайне хăма вырăнне пахалăхлă кирпĕчпе сарнă. Малашне ыттисенче те çаплах тума палăртаççĕ. Пĕр хуралтăн маччине, ăшша кăларнипе йĕпенсе тăнине шута илсе, пенополиуританпа саптарнă.
Выльăх-чĕрлĕх патĕнче тăрăшакансем хушшинче çамрăксем нумаййи тĕлĕнтерчĕ. Ĕне, сысна фермисен “тилхепине” тытма яшсене шанса панă. Дояркăсемпе выльăх пăхакансем хушшинче те çулĕпе аслисем сахалăн. “ЧР тава тивĕçлĕ ял хуçалăх ĕçченĕ” ята тивĕçнĕ Е.Кузьмина, Н.Нрти, В.Суркова çамрăксене пулăшса пыраççĕ.
Дояркăсем хĕлле 9–10 пин тенкĕ, çулла тата та ытларах шалу илеççĕ. Çавăн пекех выльăх патĕнче ĕçлекенсене пĕр тонна тырă тÿлевсĕр параççĕ.
О.ПАВЛОВА.