21 декабря 2011 г.
Район сучĕн приговорĕпе килĕшÿллĕн Патăрьелĕнчи 41 çулхи арçын пирки саккунлă мар майпа çар хатĕрне – гранатăна– тупса илсе килнĕшĕн, ăна упранăшăн, обществăлла йĕркене пăхăнманшăн тивĕçлĕ йышăну кăларнă.
Кăçалхи мартăн 20-31-мĕшĕсенче Х. гражданин Тутар Республикинчи Кайпаç районĕнчи Малькеево ялĕ çывăхĕнчи çул айккинче тапăнмалли РГД-5 граната тупнă. Анчах та вăл саккуна пăхăнса ăна йĕрке хуралĕн органне паман, килĕнчех упранă. Июнĕн 28-мĕшĕнче çурçĕр иртсе 2 сехет те 40 минутра вăл ăна хăйĕн автомобилĕпе пирĕн районти Хирти Пикшике илсе килнĕ, сăлтав тупса хăйĕн шăллĕн чÿречинчен ывăтса сирпĕтнĕ. Çавна май ăна тата унпа пурăнакан хĕрарăма амантнă, кил-çуртне те сиенлетнĕ.
Суд преступникăн ĕçне пăхса тухса виçĕ çуллăха поселени колонине яма йышăну кăларнă.
Т. ЧУКМАЕВА,
район сучĕн председателĕн тивĕçĕсене туса пыракан.