21 декабря 2011 г.
Аслă Чементи вăтам шкулти кĕçĕн классене вĕрентекенсем Улатăр районĕнчи Кивĕ Эйпеç ялĕнче пулчĕç. Унта вĕсем математика урокĕнчи çул çÿревне хутшăнчĕç, тăван тавралăха тĕпчерĕç, “Хĕрлĕ кĕнекепе” паллашрĕç, “Сывлăхран хакли çук” темăпа ирттернĕ класс тулашĕнчи мероприятийĕсенче пулчĕç. Пирĕншĕн ăша хывмалли те чылай вĕсенче. Шкулĕ тирпейлĕ, çутă, ăшă, хăтлă. Коллективĕ кăмăллă. Педагогсем çĕнĕ технологисене мала хураççĕ. Вĕсен ĕç ăсталăхĕ пысăк. Шкул хуçалăхĕнче ĕнепе икĕ пăру усраççĕ.
Улатăрпа Патăрьелне çыхăнтаракан çула уçни те пысăк савăнăç кÿчĕ пире. Малашне татах та çывăхланасшăн эпир кÿршĕсемпе.
А. АНАНЬЕВА.