АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ТЕЛЕЙЛĕ ПУЛАТЕХ ШĂПАМ ТЕНИ...»

21 декабря 2011 г.

Кашни килех инкек шакканă.

Асап валеçнĕ вăрçă, хĕрхенмен.

Фашистсене пурте ылханнă

Тискерлĕхе ун чух никам кĕтмен.

Ман пĕр кукка унта ăсаннă.

Ачисенчен вăл пулнă чи асли.

Кукамая хăй лăплантарнă:

“Телейлĕ пулатех шăпам тени...”.

Вĕри куççуль çĕре тумланă –

Анне чĕри вăл çулăмсăр çунать.

Ват кукаçи чунне хытарнă,

Куçран пăхса вăл çирĕппĕн калать:

“Çемье ятне ан яр эс, ывăл,

Тăшман хаяр, пулас çук хĕрхенÿ...”.

“Пулатăп эпĕ вут та тăвăл.

“Тăван çĕр-шывшăн!” пулĕ ман чĕнÿ”.

Вăл пил илсе çула васканă.

“Сыв пулăр”, тенĕ хăй килтисене.

Виç шăллĕпе виç йăмăкне чуп тунă:

“Тен, юлашки куратăп вĕсене;”.

Ытла хăрушă вăрçă вучĕ...

Снаряд е бомба вĕçсĕр çурăлать.

Аманнисенĕн пур-ши шучĕ;

Çап-çамрăк пурнăç тĕлсĕр татăлать.

“Чăн паттăр пек вăл пуçне хунă...”, –

Усал хыпар çитет кĕçех яла.

Кукка çинчен юлташĕ çырнă

Пĕр çапăçу иртсен çак çырăва.

Куккан шăпи телейлĕ пулнă.

Аманнăскер, хупланнă тăпрапа...

Çар çыннисем çула юсанă...

Умра выртать ак темĕн япала.

Хăйсем вара пит тĕлĕнеççĕ:

“Чим, офицер сумки кунта ăçтан;

Туртса пăхаççĕ, кăлараççĕ...

Çĕр айĕнчи çынни сывлать аран.

Миçе хутчен татах аманнă,

Мĕн чул суран ун кĕлетки çинче!

Çĕнтерĕве вăл хытă шаннă –

Тăшман тĕп пулчĕ хăйĕн йăвинче.

Вĕрентекен пулса тимленĕ

Пĕр хулара куккаçăм чылайччен.

Вăл вырăс хĕрĕпе пĕрлешнĕ,

Савса ÿстернĕ ывăлсем-хĕрсем.

Яла хăй чăвашла çыратчĕ,

Сунатчĕ сывлăх йĕркипе пурне.

Курма килсен чунтан пуплетчĕ:

“Сире курсан манап суран мĕнне...”.

Тем тĕрлĕ орденĕ, медалĕ

Кукка çинчен ас илтерет паян.

Çак паттăр çыннăн чун хавалĕ

Малта пулма чĕнет мана ялан.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика