АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăваш поэзийĕн генийĕ

24 декабря 2011 г.

Ухсая уяв кĕрекине лартсан Ту паттăр, Улăп паттăр, чăваш Тутимĕрĕ тата тем тĕрлĕ аслă хисепсемпе чыслатчĕç. Ахальтен мар. Вăл хăй ĕмĕрне тăван халăх çинчен шухăшласах ирттерчĕ.

Ухсай пурне те сапăр. Пĕчĕккисем валли – сăвăллă юмахсем, “Кĕслевçĕпе упа”, “Пуканесен бригади” тата тем чухлĕ сăвă-юрă. Хунавчасем валли – шкул кĕнекисене кĕнĕ хăйлавсем: “Юратрăм эп, хирсем, сире”, “Карлав аври касмашкăн кайрăм”, “Анне мана тирпейлĕ пиеленĕ”, “Пĕлĕтсем”... Яш-кĕрĕм валли – сăвăрса çырнă таса юрату лирики, “Çырă куçăм, ылтăнăмçăм, чунăм”... “Тутимĕр”, “Шуйттан чури”, “Хура элчел” трагедийĕсем, “Кĕлпук мучи”, “Ту урлă çул”, “Çĕр”, “Ача чухнехи çăлтăрăм”, “Шурă хурăнпа калаçни” поэмăсемпе романсем – пурин валли те, темиçе хут вуласа шухăшламалăх. Ухсая вулама питех те çăмăл, вăл Силпи çăл куçĕ пекех, “Нарспипе” “Арçури” пекех шăнкăртатать. Ÿкерчĕкрен ÿкерчĕке сисмесĕрех юхса кайма пулать. Яка сăмахпа каланă шухăш тĕшшине ăнланас тесен хамăр халăх чунне, йăли-йĕркине, историне, ăс-пурлăхне ăнкарни кирлĕ. Ухсайăн шухăшсăр ÿкерчĕк çук. Ухсай – шухăшлавçă, чăваш хресченĕпе космонавчĕ, çĕр-шыв патшипе тарçи хушшинчи тĕнчене ытамлама пултарнă философ.

Поэзи хирне 14 çулта пырса кĕнĕ те Кĕсле ту çине кайса выртиччен ана çинчен тухмасăр пĕтĕм вăй-халĕпе сухаланă, акнă, ÿстернĕ. Утмăл çул позире, утмăл кĕнеке сентре çинче. Вăл акса ÿстернине тĕпчевçĕсем пухса пĕтереймен-ха. 100 çул уявĕ тĕлне поэт çырнисен 5 томĕ пичетленсе тухрĕ.

Выçă, сивĕ, нушаллă çулсенче тăрăшса та вĕренсе çитĕннĕ Ухсай. 1933 çулта литература факультетне хупсан çухалса кайман – Мускавра чăвашла тухса тăраан “Коммунар” хаçат хыпарçи пулса тăнă, унтан тăван Пишпÿлĕкри МТС хаçатĕнче ĕçлеме пуçланă.

Хаçатра ĕçленĕрен Ухсай – вичкĕн публицист. Яш чухнех çапла пулнă, фронтра та çаплах юлнă, ватăлсан та çынна, çĕре, шыва, тавралăха хÿтĕлесе вирлĕ статьясем пичетлерĕ.

Хăрушă 1937 çул Ухсая хытах вĕтелесе илнĕ. 1937 çулта Ухсай “Халăхăн ылтăн кĕнеки” поэма çырать.

Хусанкайпа пĕрле Сталин генсек патне чăваш халăхĕнчен селĕм çыру хăйланă пулсан та, Чĕмпĕрпе Тĕрлемесре ăна шыраççĕ. Патăрьел педучилищинче ĕçленĕ чухне вара “халăх тăшманĕ” тума тытăнаççĕ.

Ухсай Яккăвĕ хăюллă та паттăр салтак. Дивизи хаçачĕн хыпарçи, салтаксемпе пĕрле траншейăсемпе окопсенче выртнă, атакăна кĕрсе, танкистсемпе пĕрле вутра çунса тухнă. Ăна, контузи пулнăскере, юлташĕсем çулăм айĕнчен çĕклесе кăларнă.

Ухсая пĕлес тесен Пушкина, Некрасова, Байрона, Шекспира вулас пулать, теççĕ пирĕн тĕпчевçĕсем. Эпĕ калатăп: Ухсая пĕлес тесен Ухсая вулас пулать. Ухсайăн пĕтĕм пултарулăхĕ – харкам Ухсайăн, урăх никамăн та мар, чăваш халăхĕн, чăваш сăмахлăхĕн таса ылтăнĕ.

Манăн хамăн Ухсай. Сирĕнтен кашнийĕн хăвăрăн Ухсай. Кам ăна пурнăçра пĕлнĕ, кам унăн хăйлавĕсене мĕн чухлĕ те пулин вуланă – вăл Ухсая палламасăр юлма пултарайман. Ухсай питех те нумай енлĕ. Ухсай пултарулăхĕ пин йăлтăркаллă.

В. СТАНЬЯЛ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика