АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Лава ушкăнпа туртни çăмăлрах

24 декабря 2011 г.

Кам ăçта пурăнать – çавăнпа пуян. Пăлапуç Пашьелсем Туçа енчи халăха “хир тăрăхĕсем” тесе хаклаççĕ. Хăйсем вара “вăрман çĕрĕнчисем” шутланаççĕ. Вĕсем хуçалăх шучĕпе те, пурăнакансен йышĕпе те вăтаммисен ушкăнĕнче: 346 килте 931 çын пурăнать. Шел пулин те, “дачниксем” (пушă çуртсене ялта çапла калаççĕ) çулсеренех нумайланса пыраççĕ. Хальхи вăхăтра 32 çурт йĕри-тавра ура йĕрĕ курăнмасть. Тепĕр 24-шĕнче – пĕччен карчăк-шăрчăк. Çакă, паллах, ял влаçне самай шухăшлаттарать. Кунта çакна та палăртса хăвармалла: ялта ытти çĕрти евĕр çамрăксем çĕнĕ урам йĕркелесе çурт никĕсне ямаççĕ. Ун вырăнне пушаннă çурт туянса ялтах тĕпленме тăрăшаççĕ. Нумай пулмасть çеç акă, Степановсен икĕ ывăлĕ тĕп килтен уйрăлса тухса тăван тăрăхрах йăва çавăрнă.

Пăлапуç Пашьелĕн – хăйĕн ял хавалĕ. Халăхпа пурăнакан вара нихăçан та халсăр мар. Вĕсем мĕн ĕлĕкех вăрман ырлăхĕпе туллин усă кураççĕ. Вут-шанкă, милĕк, утă ха-тĕрлеççĕ, кăмпа-çырла пуçтараççĕ. Вăрман çывăхĕнче пулнăран, килте хуçалăхра йышлă выльăх-чĕрлĕх усраççĕ. Сергей Николаевич Кузьмичевăн ферминче (çаплах калас килет) çеç паян сăвăнакан 18 ĕне, ултă вăкăр, виçĕ пушмак пăру! Кăçал “Районти чи лайăх хушма хуçалăх” хисеплĕ ята çĕнсе илнĕ çемье куллен 350 литра яхăн сĕт сутать! (Ял халăхĕнчен 1850). Урăхла каласан, паха продукцин пилĕк пайĕнчен пĕрне Кузьмичевсем туса илеççĕ. Хушма хуçалăхри ĕçсене пурнăçлама тата çичĕ гектара яхăн çĕре кирлĕ пек пăхса тăма хурçă “учĕсем” çи-телĕклĕ: тракторĕ те, автомашини те пур.

Тупăш çăл куçĕпе усă куракансем ялта татах та пур. Хĕл хырăмĕ аслă пулсан та П. Белов çемйи çулсеренех виçĕ ĕне усрать. Тăххăрмĕш теçеткене капашакан Лазарь Романов вара кăмăлтанах сурăхсем ĕрчетет.

Ял тăрăхĕнче кил хуçалăхне аталантарма патшалăх паракан çăмăллатнă кредитпа усă куракансем те йышлă.

– Малтанласа çĕнĕлĕхе ăша илме ял халăхне çăмăлах пулмарĕ. Пĕрисем тÿлесе тăраймасран шикленчĕç, теприсем илме те хăрарĕç. Тĕслĕх кăтартса пуçласа çак утăма хам турăм. Халĕ, паллах, çынсем йывăрлăхран тухмалли меслете ăнланчĕç. 2006 çултанпа çемьесем выльăх-чĕрлĕх усраса тупăш тума банксенчен çирĕм миллион тенкĕ ытларах пĕчĕк процентпа кивçен укçа илнĕ, – каласа парать ял тăрăх пуçлăхĕ Владимир Никитин.

Владимир Клементьевич çĕр ĕçченĕн пăшăрханăвĕ пирки те чарăнса тăчĕ. Пăлапуç Пашьелсем хăйсене тивĕçекен çĕр пайĕпе усă курса тĕрлĕрен пахча çимĕç çитĕнтереççĕ. Ăна вырнаçтарасси – пысăк проблема. Тавар хакĕ йÿнелсе пыни те кашнин кăмăлне пусарать.

Ял администрацийĕн ĕçĕнче депутатсем – тĕп вăй. Вунпĕр урамра – çичĕ “халăх тарçи”. Чылайăшĕ хăйĕн хастарлăхĕпе, пуçарулăхĕпе халăх умĕнче шанăçа кĕрсе, иккĕмĕш хут та яваплă ĕçе кÿлĕннĕ. Вĕсенчен пĕри – Леонид Сакмаров депутат. Вăл тăрăшнипе тата йĕркеленипе Пашьелсем Питравра ик-кĕмĕш çул ĕнтĕ ял уявне асра юлмалла йĕркелеççĕ. Унта ватти те, вĕтти те савăнать. В. Матюшкин депутат вара çулсеренех хăйĕн суйлавçисемпе, шкул ачисемпе хапха умĕнчех Çĕнĕ Çул савăнăçне пайлать, унта чăрăш лартать. Г. Матюшкина, Р. Ефимова та тĕрлĕрен мероприятисем йĕркелеççĕ. Кăçал, сăмахран, ялти хисеплĕ ватăсем пуçласа хорпа сцена çине тухнă. Вадим Марковичпа Вера Георгиевна Мешковсем, Леонид Ивановичпа Анисия Александровна Александровсем чун канăçлăхне ватлăхра юрă-ташăра тупнă. Т. Кузьмичевăпа Н. Афанасьева вара – хор ушкăнĕнче чи аслисем. Çĕнĕ çулта вĕсем иккĕшĕ те 75 çул тултараççĕ. Апла пулин те кинемейсем икĕ сасăпа юрлама та вăй-хăват çитереççĕ. Аннесен кунĕнче хăйсен презентацине ирттернĕ хыççăн В. Фролов ертсе пыракан ветерансен хор ушкăнĕ Аслă Чеменсене те хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарнă. Çакна та палăртса хăварни вырăнлă. Тивĕçлĕ канăва тухнисем масара тирпей-илем кĕртнĕ, тасатнă çĕре те хастар хутшăнаççĕ.

Ял инфраструктурине улăштарас, пурнăç условийĕсене лайăхлатас, укçа-тенкĕ кĕртес тĕллевпе вырăнти хăй тытăмлăх органĕ пысăк вăй шутланса тăрать. Урамсене тирпей-илем кĕртесси, çулсене пăхса тăрасси те унăн “ĕнси” çинчех. Пăлапуç Пашьел тăрăхĕ кашни çулах район кунне ирттермелли конкурса хутшăнса тĕл-левлĕ программа тăратать. Кăçал та айккинче юлман. Хальхинче вара вĕсен хăйсен тĕллевĕсене пурнăçа кĕртмелли майсем ытларах. 2012 çулхи район кунĕ Пăлапуç Пашьелĕнче кĕрлĕ. Хăна-вĕрле пуçтарăниччен вара тата ял капăрланасса, тирпейленессе шанасах килет.

А. ЕГОРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика