24 декабря 2011 г.
2007 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен вăя кĕнĕ “Нумай ачаллă çемьесене патшалăх енчен хушма пулăшу парасси çинчен” федераллă саккунпа килĕшÿллĕн иккĕмĕш тата ун хыççăнхи ачасемшĕн амăшĕн (çемье) капиталне параççĕ. Унăн виçи çулсерен ÿсет. Кăçалхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне вăл 365698 тенкĕ те 40 пуспа танлашрĕ.
2007-2010 çулсенче Чăваш Енре 62,1 пин ача кун çути курнă, вĕсенчен иккĕмĕш тата ун хыççăнхисем – 29 пин (47 процент). Çакна та палăртмалла: 2007 çулта çуралакансен шучĕ 2006 çултипе танлаштарсан 29 процент ытларах. 2008 çулта – 1 процент, 2009 çулта – 10 процент, 2010 çулта вара – 9 процент.
Çапла вара 2010 çулта 2007 çулхипе танлаштарсан пĕрремĕш ача 4,9 процент сахалрах çуралнă. Анчах та иккĕмĕш (4,2 процент), виççĕмĕш (0,9 процент) тата тăваттăмĕш (0,2 процент ) ача çуратакансен шучĕ ÿснĕ.
2010 çулта çемьере иккĕмĕш тата ун хыççăнхисен шучĕ 8,1 пинпе танлашать. Вĕсенчен 76 проценчĕ – иккĕмĕш, 18 проценчĕ – виççĕмĕш, 4 проценчĕ – тăваттăмĕш, 2 проценчĕ – пиллĕкмĕш тата ун хыççăнхи ачасем.
2012 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен Чăваш Республикинче виççĕмĕш тата ун хыççăнхи ачасем çуралсан (усрава илсен) патшалăх тата 100 пин тенкĕ парса хавхалантарĕ.