24 декабря 2011 г.
Район прокуратури çул çитмен ачасем право йĕркине пăсассине хирĕç профилактика тăвас, çамрăксем хушшинче виçерен иртекен ĕçсем туса хурассинчен сыхланас тĕллевпе тăтăшах тимлет, ку тĕлĕшпе тĕрлĕрен мероприяти йĕркелет. Çак кунсенче Патăрьелĕнчи професси училищин студенчĕсемпе район администрацийĕн, çул çитмен ачасемпе ĕçлекен комиссин , пай представителĕсемпе çавра сĕтел тавра калаçу ирттернĕ. Тĕл пулура çул çитмен ачасем ытларах мĕнле преступленисем туни, право йĕркисене пăхăнасси, çамрăксене ĕçе вырнаçтарасси пирки калаçнă.
Ăс-тăн тĕлĕшĕнчен çирĕпленсе çитмен ача кирек хăçан та преступлени туса хума пултарать. Çавăнпа та педагогсен, ашшĕ-амăшĕн, ачасен правине хÿтĕлекен ытти органсен социаллă йывăр лару-тăрура ÿсекенсене пур енлĕ воспитани парас, сывлăх тĕлĕшĕнчен аталантарас тесе тимлемелле.
Ю.ФУРАЖНИКОВ,
район прокурорĕ.