28 декабря 2011 г.
Кăшт çилĕ вĕрнĕ майăн ташласа çăвакан юр майĕпен çĕр çине ÿкет. Тин çеç утса кайнă çыннăн йĕрĕ кăшт вăхăт иртсенех палăрми пулать. Асфальт çине те хÿме пăхать. Анчах пĕрчĕ вырнаçса ĕлкĕриччен “Чувашавтодор” уçă акционерла пĕрлешĕвĕн Патăрьелĕнчи çул-йĕр тăвакан тата юсакан управленин хăватлă техники хырса та каять. Ирхине ирех, ытти транспорт çула тухиччен, шоферсем хăйсене шаннă лаптăксене тасатма тухаççĕ. Пăхса тирпейлесе тăмалли трасса тăршшĕ вара самаях: 320 çухрăм. Кунта республика шайĕнчи те, вырăнти те, ял поселенийĕнчисем те кĕреççĕ.
– Пĕлтĕрхи хĕл çул-йĕр ĕçче-нĕсене лайăх тĕрĕслерĕ: юр çусах тăчĕ, çил-тăманĕ те тăтăшах вĕçтерчĕ. Апла пулин те ку йывăрлăха çĕнтерме пултартăмăр. Çула вăхăтра тасатса тăнăран автобуссем рейса куллен тухнă. Кăçал та тĕплĕн хатĕрленнĕ. Талăкĕпех дежурство йĕркеленĕ. Çулсене юр лартма тытăнсанах, миçе çитнине пăхмасăр, техникăсем тĕрлĕ енпе тухса каяççĕ, – пĕлтерет управлени директорĕ Валерий Рубцов.
Халь хĕлле çумăр çунинчен те, тепĕр кунне сивĕ шатăртаттарма пуçланинчен те тĕлĕнмелли çук. Кун пек чухне çул-йĕр ĕçченĕсен юр тасатас вырăнне хăйăрлă-тăварлă хутăша сапма тухма тивет. Ăна та çителĕклех хатĕрлесе хунă. Паяна вăл 4000 тонна пур. Çуркунне шыв çула çурасран михĕсене тултарнă хăйăр 5000 тонна, вак чул 1000 тонна янтăланă. Çунтармалли-сĕрмелли материал та çителĕклех. Çут çанталăк тĕлĕнтермĕшĕсем кĕтменлĕхсем пулмĕç.
Управленинче тăрăшакансемшĕн çулталăк тăршшĕпех канлĕх çук. Çул пуçланнăранпа хăйсен вăйĕпе 40 миллион тенкĕлĕх ĕç тунă. Иртнĕ çулхи кăтартушăн тата ĕçе пĕлсе йĕркелесе пынăшăн район администрацийĕнчен диплом илме тивĕçнĕ. Кăçал та çырмари шывсем шарласа юхса кайсанах çанă тавăрса вăй хума пикеннĕ. Чи малтан вырăнти çулсене – Хирти Пикшикре, Кивĕ Катекре, Сăкăтра – юсанă. Федераци шайри “Хусан–Чĕмпĕр”, “Çĕрпÿ–Чĕмпĕр –Сызрань” трассăна сипленĕ çĕрте те пĕр бригада тăрăшнă, техника хутшăннă. Çавăн пекех Шупашкарти Ленин тата Калинин районĕсенчи картишсенчи çулсене тирпейлеме те Патăрьелсенех шаннă.
Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи çынсен пурнăçĕнче кăçал Улатăра каякан çул хута кайни пысăк вырăн йышăнчĕ. Ăна уçма ЧР Президенчĕ М.Игнатьев хăй килчĕ. Çак трассăна тунă çĕрте “Чувашавтодор” пĕрлешĕвĕн ĕçченĕсен тÿпи те пур: вĕсем кунти пĕр лаптăка сарнă.
– Юлашки çулсенче федераци шайĕнчи çулсене тума пуçларăмăр. Рабочисем республика тулашĕнче те тăрăшаççĕ. Çавăн пекех кÿршĕ Елчĕк тата Комсомольски районĕсенче те пирĕн управленинче вăй хуракан çынсемпе техникăсене курма пулать. Çитес çула валли те ĕç пур: Етĕрне районĕнче 800 миллион тенкĕлĕх çул тумалла. Вăй хумалли вырăн пулсан укçа ыйтăвĕ те хăратмасть. Палăртнă тĕллевсене пурнăçлама кадрсем çителĕклĕ: коллективра 46-ăн ĕçлеççĕ. Çулла тата 6 çынна вăхăтлăха хамăр йыша илетпĕр, – тет Валерий Петрович организаци пурнăçĕпе паллаштарнă май.
Çул сарассине тивĕçлĕ шайра, хальхи пурнăç ыйтнă пек пурнăçлас тесен техника та лайăххи кирлĕ. Çитес çул тата КамАЗ, МТЗ-82, универсаллă микроавтобус туянма палăртнă. Кивĕреххисене те вăхăтра юсаса тăраççĕ, пурте паян çула тухаççĕ.
– Халь ĕçе пахалăхлă тата вăхăтра тунине пăхаççĕ, унсăрăн çул-йĕр тăвассипе ирттерекен аукционсенче выляса илме çук. Эпир çакна шута илсе ĕçлетпĕр те ĕнтĕ, – терĕ В.Рубцов.
О.ПАВЛОВА.