28 декабря 2011 г.
ЮЛАШКИ çулсенче район центрĕ çĕнелсе, илемленсе пыни куç умĕнче. Капăр та хăтлă çуртсем пĕрин хыççăн ăшă çумăр хыççăнхи кăмпасем пекех ÿсе-ÿсе лараççĕ. Кăçал 29146 квадратлă метр пурăнмалли çурт-йĕре хута янă. Плана ытларах ирттерсе тултарнă: 14 хваттерлĕ пĕр çуртра (“Энергострой”) тата 124 уйрăм килте çемьесем хăйсен савăнăçне тăванĕсемпе пайлаççĕ. Хальхи вăхăтра та Патăрьелĕнче нумай хутлă виçĕ çурт çĕкленет.
Ял тăрăхĕсенчен Шăнкăртамсем, Тутар Сăкăтсем, Нăрваш Шăхальсем, Алманчăсем , Ыхра Çырмисем ырă тĕслĕх кăтартаççĕ.