28 декабря 2011 г.
Иртнĕ эрнере право йĕркине пăсакансемпе профилактика тăвас енĕпе тимлекен районти комиссин черетлĕ ларăвĕ пулнă. Унта виçĕ ыйту пăхса тухнă: çул çитмен тата çамрăксем хушшинче массăллă спорта аталантарасси; сывă пурнăç йĕркине пропагандăласси; 2011 çулта йĕркене пăсакансемпе профилактика тăвакан органсемпе учрежденисен, районти комиссин ĕçĕ-хĕлĕ, çитес çулхи тĕллевĕсем. Çак ыйтусемпе “Паттăр” физкультурăпа спорт комплексĕн директорĕ А. Краснов, район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕн пуçлăхĕ В. Осипов, районсем хушшинчи “Батыревский” муниципаллă уйрăм начальникĕ С. Измуков, Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин хÿтлĕх пайĕн пуçлăхĕ Н. Никитина, районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр директорĕ Г. Афанасьев, районти культурăпа кану центрĕн директорĕ А. Овчинникова, районти йĕркене пăсакансемпе тимлекен профилактика комиссийĕн секретарĕ М. Кошкина тухса калаçнă.
(Хамăр корр.).