АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çирĕп пăхăнмалла

28 декабря 2011 г.

Çĕнĕ çул умĕн район прокуратурипе пушар надзорĕн уйрăмĕ çын йышлă пухăнакан вырăнсенче пушар хăрушсăрлăх йĕркисене мĕнле пăхăннине тĕрĕсленĕ.

Пирĕн районта вĕсем сахал мар: 49 культура учрежденийĕ, 13 обществăлла апатлану объекчĕ, 35 шкул, шкул çулне çитмен 15 учреждени, ЧПУн Патăрьелĕнчи филиалĕ, професси училищи. Каçхи астармăш çуртсем, подвалсенче культурăллă мероприятисем ирттерме уçнă пÿлĕмсем çук.

Пĕрлехи рейд вăхăтĕнче культура учрежденийĕсем пушар хăрушсăрлăх йĕр-кисене мĕнле пăхăннине тишкернĕ, çитменлĕхсене тупса палăртнă. Первомайскинчи методика центрĕпе Анат Чакăри клубра, Вăрманхĕрри Шăхалĕпе Ясная Поляна, Ыхра Çырминчи клубсенче пушар хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнман нумай тĕслĕх тупнă, административлă право йĕркине пăсни çинчен ĕç пуçарнă, çитменлĕхсене пĕтерме 3 представлени çырнă. Çĕнĕ çул уявĕ пуриншĕн те кăмăллă ирттĕр тесен, чăн малтанах йĕркене çирĕп пăхăнмалла.

В. ПУТЯКОВ,

аслă пулăшуçă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика