АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ саккунсене сÿтсе яврĕç

28 декабря 2011 г.

Ватăсене тивĕçлĕ пенси укçипе тивĕçтересси – патшалăхăн социаллă политикин тĕп тивĕçĕсенчен пĕри. Пенси системине тата та лайăхлатас тĕллевпе нумаях пулмасть Раççей Президенчĕ çĕнĕ федераллă саккунсене алă пусрĕ. Вĕсене çак кунсенче пенси фончĕн управленийĕнче иртнĕ видеоконференцинче сÿтсе яврĕç. Ăна Раççей Федерацийĕнчи пенси фончĕн республикăри уйрăмĕн ертÿçи Роза Кондратьева ертсе пычĕ. Журналистсен умĕнче вăл саккунсемпе çыхăннă чылай ыйтăва уçăмлатрĕ. Малашлăхри улшăнусем пенси страхованине, тарифĕсене, пуçтарăнакан пайĕн финансированине, пенси фончĕн бюджетне пырса тивнине ăнлантарчĕ Роза Алексеевна.

Малалла 2011 çулта Раççейри журналистсем хушшинче иртнĕ “Шанăç” конкурсăн çĕнтерÿçисемпе паллаштарчĕç.

(Хамăр корр.).

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика