01 января 2012 г.
2011 ÇУЛТА районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр çул çитмен граждансене те хăй хÿтлĕхне илнĕ. Вĕренÿрен ирĕклĕ вăхăта усăллă ирттерччĕр тесе шкулсемпе 12 килĕшÿ тунă, мĕнпурĕ 521 ача валли ĕç тупса панă. Ашшĕпе амăшĕсĕр, нумай ачаллă тата сахал тупăшлă çемьесенче çитĕннисемшĕн çакă – хушма тупăш çăл куçĕ. Ĕç кăткăслăхĕпе калăпăшне кура центр кашнине уйăхне 850-1250 тенкĕ тÿленĕ.
Пĕве кĕрсе пыракан çамрăксене йывăр ĕçе явăçтармаççĕ. Вĕсем ытларах шкул пахчисенче тăрăшнă, общество вырăнĕсене тирпейленĕ, йывăç лартнă, пĕччен ватăсене пулăшнă. Ку тĕлĕшпе уйрăмах Турханти, Пăлапуç Пашьелĕнчи, Аслă Чементи вăтам шкулсем, “Мечта” сахал яваплă общество кăтартуллă.