АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачасене хоккей илĕрттĕр

01 января 2012 г.

Ÿссе çитĕнекен ăрăва сывă пурнăç йĕркине хăнăхтарса пырас ĕçре ачасене спорт вăййисене явăçтарни пысăк вырăн йышăнать. Çакна тĕпе хума тăрăшаççĕ те районти хăшпĕр шкулсен коллективĕсем тата “Паттăр” физкультурăпа спорт комплексĕн ĕçченĕсем. Ку хутĕнче те вĕсен тăрăшулăхне пула тухрĕç шкулти 7-8 классенче вĕренекенсем район центрĕнчи хоккей кăшкарне. Ăмăртăва уçнă май ФСК директорĕ А. Краснов районта хоккейла вылямалли ятарлă 9 каток хатĕрленине палăртрĕ. Уйрăмах Çĕнĕ Ахпÿрт ку енĕпе пуçаруллă. 1976 çултанпа выляççĕ ачасем хоккейла. Çак хушăра Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнче пулчĕç. Иртнĕ çул, акă, 1999-2000 çулта çуралнисем кĕçĕн ушкăнри ачасем хушшинче республика чемпионĕн ятне тивĕçрĕç. 1993-1994 тата 1995-1996 çулсенче çуралнă ушкăнрисем каллех Чăваш Енте иккĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç. Алла аттестат илнисем вара республикăри “Динамо” командинче выляççĕ. Çакăнта Н. Михайлов физкультура учителĕн тÿпи пысăк.

Хоккей спорчĕн республика чемпионĕ, вăйăра тапăнса вылякан, Çĕнĕ Ахпÿртри Э. Гордеев та ачасене хăюллă пулма, пăр çинчи вăййа юратса çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ тума ырă сунчĕ.

Ăмăртусене çак кун 4 команда хутшăнчĕ. Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта вĕренекенсем Турхансемпе, Çĕнĕ Ах-пÿртсем Первомайскисемпе вылярĕç. Мĕн палăртмалла-ха юлашкинчен; Коньки çине тăма юратакансем кашни ялтах пур. Вĕсенчен чылайăшĕ çакнашкал ăмăртусене хутшăнайманни пăшăрхантарать. Пĕрисен тумĕ çук, теприсен хăнăхăвĕ çитмест. Хăшпĕр ялта çÿлленех хоккей вырăнĕ туса шыв ярса пăрлантарма ĕмĕтленеççĕ. Анчах хĕл иртсе кайнине сисмесĕрех юлаççĕ. Хоккей спортне те районта анлăрах сарасчĕ.

(Хамăр корр).

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика