АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Паянхипе хавхаланса малашлăха шанса

01 января 2012 г.

Раштавăн 27-мĕшĕнче районта çулталăка пĕ-тĕмлетекен пĕрлĕхлĕ информаци кунĕ иртрĕ. Унăн тĕп темисем: Чăваш Республикинче общество хăрушсăрлăхне тивĕçтермелли мерăсем çинчен; Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсен суйлавĕсен пĕтĕмлетĕвĕ тата республикăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвне, çынсен пурнăçĕн пахалăхне тата шайне ÿстермелли тĕллевсем; республикăри пичет изданийĕсене 2012 çулхи пĕрремĕш çур çул валли çырăнтарасси мĕнле пыни çинчен.

Информаци кунне Патăрьел суйлав округĕнчен (“Единая Россия” парти сĕннĕ кандидат) суйланнă депутат, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ О. В. Мешков хутшăнчĕ, хăйне пысăк вырăна çирĕплетнĕ хыççăн пуçласа ЧР Президенчĕн çĕнĕ Указĕпе килĕшÿллĕн 40 çул ĕç стажĕ пуçтарнă хĕрарăмсене тата 45 çул ырми-канми тăрăшнă арçынсене (пурĕ тăхăр çынна) “Ĕç ветеранĕ” удостоверенине парса чысларĕ. Олег Вадимович малтанхи номерлĕ документсене никама та мар, ентешсене алăран тыттарни те кăмăллă пулчĕ.

Район администрацийĕн структура подразделени-йĕсен, организацисен ер-тÿçисемпе, ял тăрăх пуçлăхĕсемпе йĕркеленĕ тĕл пулура район администрацийĕн пуçлăхĕ Н. Глухов Юхмапа Пăла тăрăхĕнче тăнăç та лăпкă пурнăç пултăр, сывă та тĕреклĕ çамрăксем çитĕнччĕр, ял халăхĕ хăтлă та капăр çуртсенче савăнтăр тесе нумай ĕç пурнăçланине, ку тĕлĕшпе тата пысăк ĕмĕтсемпе пурăннине пĕл-терчĕ.

– Паянхишĕн хавхаланса, малашлăха çирĕп шанса тăрăшасчĕ. Çакăн чухне çеç Патăрьелсем ыттисемшĕн кăтартуллă пулĕç, – терĕ Николай Иванович.

Малалла вăл раштавăн 4-мĕшĕнчи суйлава пĕ-тĕмлетрĕ, район çыннисем унта пысăк хастарлăхпа хутшăннине палăртрĕ.

Умра – тепĕр пысăк пĕлтерĕшлĕ суйлав. Раççей Президенчĕн постне кам йышăннинчен çĕр-шыв малашлăхĕ, пуласлăхĕ килĕ. Суйлав умĕн те, суйлав кунĕнче те республикăра , районта обществăлла йĕркелĕхе пăснă тĕслĕх-сем пулман. Кун пирки информаци кунне хутшăннă ЧР ШĔМĕн представителĕ С. Белоусов кĕскен пĕл-терчĕ.

Тухса калакансем Çĕнĕ çула пысăк хавхаланупа, çутă ĕмĕтсемпе кĕтсе илме ырă сунчĕç. Хура Аçтаха çулталăкĕ Патăрьелсене тулли пурнăç, çутă телей илсе килтĕр. Çак шухăшсенех информаци ушкăнĕсем Пăлапуç Пашьел, Тăрăн, Туçа ял тăрăхĕсенчи ĕç коллективĕсемпе йĕркеленĕ тĕл пулусенче те хускатрĕç.

А. ЕГОРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика