11 января 2012 г.
ИРТСЕ кайнă Кролик çулталăкĕ Аслă Чементи вăтам шкулти Екатерина Зотовашăн тата Первомайскинче вĕренекен Люля чиперккишĕн, Ксения Смирновашăн, нумайлăха асра юлĕ. Пултаруллă та хастар ачасем Мускавра аслă Кремль Керменĕнче йĕркеленĕ Президент елкинче савăннă. Капăр чăрăш ытамĕнче Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнчен пуçтарăннă пилĕк пин шăпăрлан, каччăпа хĕр шур сухаллă Хĕл Мучипе кăмăлтанах юрланă, ташланă, килениччен вăйăсем вылянă, çĕнĕ юлташсем тупнă...
Инçе çултан вĕсем пысăк кучченеçпе çеç мар, виçесĕр хавхаланупа та таврăннă. Президент мăшăрĕ Светлана Медведева Çĕнĕ çул ячĕпе ăшшăн саламлани, Космонавтика музейĕнче, Иван Грознăй патшан çуллахи садĕнче экскурсире пулни ачасемшĕн яланлăхах ырă аса илÿ вырăнĕнче пулĕ.
Раштав уйăхĕн вĕçĕнче районти сахал тупăшлă çемьесенчи 35 тата вунă инвалид ача вара Шупашкарта Чăваш Ен Пуçлăхĕн елкине хутшăннă.