АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Çулталăк çынни» конкурс малалла тăсăлать

11 января 2012 г.

Вулакансем районти “Авангард” хаçат редакцийĕ çуллен “Çулталăк çынни” конкурс йĕркеленине ас тăваççĕ ĕнтĕ. Пĕрремĕш хут пысăк чыса 1997 çул пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх Алманчăри Ленин ячĕллĕ агрофирма ертÿçи Алексей Хитров тивĕç-нĕччĕ. Малалла сумлă та хисеплĕ ята вăхăтĕнче Патăрьелĕнчи ДЭУ начальникĕнче ĕçленĕ Рифкат Айнетдинов, Каншелĕнчи “Малалла” тата Аслă Арапуçĕнчи “Первомайск” хуçалăхсен председателĕ Михаил Петров, Патăрьелĕнчи “Юхма” рынок директорĕ (халĕ – ĕçпе ти-вĕçтерекен центр директорĕ) Геннадий Афанасьев, районти тĕп больницăн невропатолог врачĕ Тамара Каштанова тата ыттисем, пурĕ сакăр çын, çĕнсе илчĕç.

Хаçат редакцийĕ ырă йăлана малалла та тăсма палăртать. Аса илтеретпĕр: “Çулталăк çынни” конкурса район пичечĕн кунĕ тĕлне (февралĕн 8-мĕшĕнче) пĕтĕмлететпĕр.

Хальхинче “2011 çул çынни” тупăшăва çак çынсем хутшăнаççĕ:

Наталия Емелина– районти ЗАГС пайĕн пуçлăхĕ;

Петр Ефимов – районти ветеринари станцийĕн начальникĕ;

Александр Илехметов – Федераци Казначействин Патăрьелĕнчи пайĕн аслă казначейĕ;

Александр Илюткин – Йăлăм Патăрьелĕнчи “Исток” агрофирма директорĕ;

Людмила Кадкина – районти социаллă страхованин фончĕн ертÿçи;

Сания Калайбашева – Шăнкăртамри иккĕмĕш вăтам шкул директорĕ;

Николай Максимов – Шăхаль выселкинчи хресчен фермер хуçалăхĕн пуçлăхĕ;

Ильяс Мухутдинов – Тутар Сăкăтĕнчи уйрăм предприниматель;

Алевтина Овчинникова – районти культурăпа кану центрĕн директорĕ;

Александр Сымов – Турхан ял тăрăх пуçлăхĕ.

Хăвăрăн шухăшăрсене 6-25-28, 6-14-47 телефонсемпе шăнкăравласа пĕлтерме е çырса яма пултаратăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика