АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Спортзал пурне те килĕштĕр

11 января 2012 г.

Районти “Паттăр” физкультурăпа спорт комплексне хута янăранпа 4 çул çитрĕ. Çавăнтанпа алăкĕсем яланах уçă. Çак кунсенче унта волейбол турнирĕ, шывра ишекенсен ăмăртăвĕ иртрĕ. Сывă пурнăç йĕркине тытса пыракансене район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ М. Калмыков, Патăрьел ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çумĕ А. Румянцев, спорт ветеранĕсем саламларĕç.

Волейбола юратакансем вунпĕр команда пуçтарăннă. Вĕсем виçĕ ушкăна пайланса вылярĕç. Финалти тупăшăва кĕме “Тойси”, “Баиш”, “Землячество”, “Батыревский” командăсем тивĕç пулчĕç. Малтанах волейболистсем виççĕмĕш вырăншăн вылярĕç. Туçасемпе Пашьелсем пĕр пек очкосем илсе пычĕç. Юлашки тапхăрта 27:25 шутпа Туçасем çĕн-терчĕç. Патăрьелсем епле тăрăшрĕç пулин те “Землячествăна” выляса ячĕç, иккĕмĕш вырăнпа çырлахрĕç. Хăнасем пĕрремĕшне тухрĕç. Çĕнтерÿçĕ командăсене грамотăсем, медальсем парса хавхалантарчĕç.

Мĕн палăртмалла-ха юлашкинчен; Ял çамрăкĕсем валли спортзал алăкĕсем яланах уçă пулччăр. Çитĕнекен ăру унта çÿресе вăхăтне усăллă ирттертĕр. Спорта юратакансем хушăнсах пыччăр. Вĕсене хавхалантаракансем тупăнсах тăччăр. Пуçаруçисем пулсан выляканĕсем тупăнаççех.

В. МИХАЙЛОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика