14 января 2012 г.
ПŸРТЕ кĕрсен мĕн лайăх; Паллах – ача-пăча сасси! Вĕсемсĕр аслă çурт та, сарлака сак та пуш-пушă. Раштав уявĕ умĕн Патăрьелĕнчи Маковсен çемйине тепĕр икĕ пулас пăхаттир – Давид тата Денис – хутшăннă. Йĕкĕрешсем килте ашшĕ-амăшĕпе çеç мар. Пиччĕшĕпе аппăшĕ вĕсемшĕн – шанчăклă та юратнă няньăсем.
Дмитрий Иосифовичпа Надежда Ивановна халĕ нумай ачаллă çемье шутне кĕчĕç. Хисеплĕ мăшăра хăйсен йышне харăсах икĕ “çĕнĕ кайăк” хутшăнтарнă ятпа саламланă май, ЗАГС пайĕн ĕçченĕсем пепкесене сывă та тĕреклĕ çитĕнтерме иксĕлми вăй-хăват, килĕшÿ, юрату суннă.