14 января 2012 г.
ЮХМАПА ПĂЛА тăрăхĕнче ял поселенисем хушшинче спартакиада ирттересси çирĕп йăлана кĕчĕ темелле. Çакă сывă пурнăç йĕркине тытса пырассипе те, массăллă спорта аталантарассипе те çыхăннă. Тупăшăва хутшăнакансем çичĕ енĕпе хăйсен пултарулăхне тĕрĕсленĕ: йĕлтĕрпе, çуран чупса, волейболла выляса, хутăш эстафетăра тата ытти те. Пĕлтĕр ăмăртусене Хирти Пикшиксем, Нăрваш Шăхальсем, Патăрьелсемпе Ыхра Çырмисем пысăк хастарлăхпа хутшăннă. Маутинбайк енĕпе тĕнче шайĕнче пысăк çитĕнÿсем тунă Ирина Калентьева паллă спортсменка тата тăван ялĕн хастарĕсем вăйлисенчен вăйлисем пулни паллă. Çав вăхăтрах Алманчă, Пăлапуç Пашьел, Шăнкăртам тăрăхĕсем тем сăлтавпа спартакиадăна пачах та хутшăнман.