14 января 2012 г.
2011 çулхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнчен вĕрентÿ системине патшалăхăн федераллă çĕнĕ стандарчĕ (ФГОС) ĕçе кĕчĕ. Вăл шкулсенчи пуçламăш классене пырса тивет. Унпа 30 вĕрентÿ учрежденийĕнчи 408 çитĕнекен ăру çывăх пулмалла.
Çĕнĕлĕх мĕнре-ха; Кашни шкул вĕрентÿ программине хăй туса хатĕрлет. Унта ачасен ашшĕ-амăшĕ те явăçать. Уроксемпе предметсен йышĕ çавах юлаççĕ. Темăсене сехетсем çине уйăрасси вара ирĕклĕ. Çавах та юлашкинчен вĕрентÿ процесĕн пĕтĕмлетĕвне тума тиветех. Вĕренекенсем чĕлхе наци культурин пулăмне, орфоэпи, лексика, грамматика никĕсне, калаçу этикечĕн правилисене пĕлмеллех. Çаксене мĕнле вĕрентесси йăлтах учительтен килет. Унчченрех те вĕсем тĕп вырăнта пулнă, анчах пĕлĕве пурнăçпа çыхăнтарасси çитмен. Пĕрлех çĕнĕ стандартсемпе килĕшÿллĕн çитĕнекен ăрăва паха енсене аталантарма, информацисем тупма, ушкăнпа ĕçлеме явăçтарма хăнăхтармалла, юлташĕсен шухăш-кăмăлне шута илсе хăйĕннипе вырăнлă усă курма вĕрентмелле. Çаксене пурнăçлама педагогсен ăсталăхĕ çителĕклех. Пĕрремĕш классене вĕрентекен 43 учитель çĕнĕлĕхе хăнăхма май паракан семинарсемпе курссенче пулчĕç. Вĕсен халĕ ĕçĕ хутшăнчĕ, яваплăхĕ ÿсрех. Пĕлменнине ыттисенчен ыйтма пулать. Районти вĕрентÿ пайĕнчи информаципе методика центрĕнче план пур. Вăл та çĕнĕ стандарта ĕçе кĕртмелли çул-йĕре уçăмлататех. Унпа килĕшÿллĕн вырăнсенчи шкулсенче методика кунĕсем иртеççĕ. Пĕрремĕшĕ Шăнкăртамри иккĕмĕш вăтам шкулта пулчĕ. Кунти вĕрентÿ учрежденийĕн кадрсем çителĕклĕ. Малашлăх тĕллевĕсемпе пурнăçа кĕртмелли майсем пур. Апла пулсан пурин те çанă тавăрсах ĕçлемелле те ĕçлемелле.
Ю. МИРОНОВА,
информаципе методика центрĕн директорĕ.