АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » СПОРТСМЕНСЕНЕ ЧЫСЛАРĕç

14 января 2012 г.

Нăрваш Шăхаль ял тăрăхĕн команди 2011 çулхи спартакиада пĕтĕмлетĕвĕпе çĕнтерÿçĕ пулни палăрчĕ. Республика шайĕнче те виçĕ хутчен мала тухнăччĕ вĕсем. Çавна май ял активĕ спортсменсен балне ирттерес ыйтăва çĕклерĕ. Уява килнисене ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н. Айкин, спорт ветеранĕ В. Бородкин, Вăрмар районĕнчи ачасемпе çамрăксен спорт клубĕн директорĕ С. Архипов, Сĕнтĕрвăрри хулин администраци пуçлăхĕ Н. Яковлев саламларĕç. Тĕл пулăва аттракционсем, конкурссем малалла тăсрĕç. Ăмăртусенче çулленех малти вырăнсене çĕнсе илнĕ М. Николаева, Ю. Томатов, П. Лаврентьева, А. Пагунов, Н. Осипов, Т. Михайлова, С. Платонов, Н. Михайлова, В. Кузьмин, Ю. Васильев, В. Капитонов Патăрьелĕнчи “Паттăр” спорт шкулĕн, Н. Айкинпа Н. Афанасьев республикăри физкультурăпа спорт министерствин грамотисене тивĕç пулчĕç. В.МИХАЙЛОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика