14 января 2012 г.
Вăрлăха пулас тухăçăн таса амăшĕ тесе хисеплеççĕ. Тĕрĕсех. Унра – ĕмĕт, шанчăк... Вăл мĕнле шăтса тухасси пирки “Раççей ял хуçалăх центрĕ” ФБУ филиалĕн районти уйрăмĕнче кĕркуннех каласа пама пултараççĕ. Кунта вăй хуракансен ĕçĕ питĕ кăткăс та интереслĕ.
Тĕрĕссипе, тĕш тырă вăрлăхне вĕсем хирте, пучахра çитĕннĕ чухнех тĕрĕслеççĕ. Специалистсем уя çитсе кашни культурăран кĕлтесем илсе килеççĕ.
Вырма вĕçленсен тепĕр хут тĕрĕслев витĕр тухать. Хальхинче вара унăн тасалăхне, шăтаслăхне, чирлĕ маррине тишкереççĕ. Çитменлĕхсене тупаççĕ, вĕсене пĕтерме калаççĕ. Хăш ял хуçалăх кооперативĕн е фермер хуçалăхĕн пурте йĕркеллĕ, тепĕр тăватă уйăхран çеç илсе килмелле. ГОСТ çапла ыйтать.
Хиртен тухăçа пухса кĕртни пурне те савăнтарать. Анчах ăна хуракан тата упракан вырăна мĕнле хатĕрленинчен вăрлăх пахалăхĕ нумай килет.
– Кĕлетсене тасатса дезинфекцилемелле. Унсăрăн нуша курасси те инçе мар. Тырă сăвăсĕ е вăрăм сăмса ятлă кăпшанкăсем ерсен вăрлăха çăнăх евĕр туса кăшласа пĕтерме е хуппине çеç тăратса хăварма та пултараççĕ. Районта темиçе çул каялла пĕр хуçалăхра кун пек тĕслĕх пулчĕ, – тет филиалăн ра-йонти уйрăмĕн начальникĕ О.Глухов.
Вăрлăха пусма хутаçпа е кĕленче савăтпа тĕрĕслеме илсе килеççĕ. Унччен ку ĕçе агрономсем хăйсемех пурнăçланă. Вĕсен ăна валли ятарлă документ пулнă. Халь чылай хуçалăхра тĕп специалистсем çук, ирĕк паракан хутăн вăхăчĕ те нумайĕшĕн тухнă. Паян “Россельхозцентр” специалисчĕсем хăйсем хуçалăхсене çитсе алланă вăрлăх куписенчен ГОСТпа килĕшÿллĕн тултарса килеççĕ.
Пулас тухăç амăшĕн çÿп-çаплăхне тата епле калчаланнине 1000 пĕрчĕ виçипе палăртаççĕ. 1,2,3... тесе алă вĕççĕн шутласа тасалăхне пăхаççĕ, унтан 400 штукне акма илеççĕ. Чир-чĕре пĕтерес тесе хĕртсе сивĕтнĕ хăйăр ăшне вĕсене пĕрчĕн-пĕрчĕн чикеççĕ. Этикетка çине хăçан акнине тата пăхмаллине çырса хураççĕ. Унтан ятарлă шкафа вырнаçтараççĕ. Кашни культурăн шăтаслăхĕ тĕрлĕрен: пĕрчĕллĕ культурăсем – 6, пăрçа йышшисем 7 кунта пуç сăхаççĕ. Вăхăт çитсен никĕсе хунă вăрлăхран миçе пĕрчĕ шăтнине пăхаççĕ. Енчен те пĕри те калчаланман пулсан тата тепĕр меслетпе тĕрĕслеççĕ.
Нÿрĕклĕхне пĕлес тĕллевпе кĕленче савăтран кирлĕ чухлĕ вăрлăх илеççĕ. Ăна авăртаççĕ. Ятарлă савăтсем (блокси) çине хурса типĕтмелли шкафа чиксе хураççĕ. Палăртнă вăхăт чухлĕ тытнă хыççăн вăрлăх мĕнли паллă.
Хурт-кăпшанкă пуррипе çуккине пĕлме те кĕленче савăтрипех усă кураççĕ. Вĕсене ахаль куçпа курма йывăр: приборсемпе тишкереççĕ. Вăрлăхшăн сиенлĕскерсем иккĕмĕш хут кăтартма илсе килсен питĕ лайăх курăнаççĕ.
Вăрлăхсене “Селекци çитĕнĕвĕсем” тата “Вăрлăхсемпе ĕçлесси” саккунсене пăхăнса тĕрĕслеççĕ. Вĕсемпе килĕшÿллĕн кондицие ларнине, шăтаслăхне палăртаççĕ.
“Раççей ял хуçалăх центрĕ” филиалăн районти уйрăмĕнчи специалистсен ĕçĕ çуллен нумайланса пырать. Халь уйрăм хуçалăхпа пурăнакансем те пахча çимĕç, вăрлăх туса илессипе аван тăрăшаççĕ. Сутас тесен, пахалăха хаклани кирлех. Çавна май чылайăшĕ кунта килеççĕ те.
О.ПАВЛОВА.