АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Район полицийĕ – тăнăçлăхшăн

14 января 2012 г.

Раççей Федераци ШĔМĕн районсем хушшинчиБатыревскийуйрăмĕн сотрудникĕсен службăри тĕллевĕ – районсенче преступлени тăвассинчен асăрхаттарасси, шырав йĕрĕ çине ÿксе уçса парасси, наци тата тĕн экстремизмне путарасси, кадр ĕçне лайăхлатасси, учетпа регистраци дисциплинине лайăхлатасси тата ытти те. Урăхла каласан, паянхи полици халăхăн тăнăç та лăпкă пурнăçĕшĕн тăрăшать. Пĕтĕмĕшле илсен, çакнашкал йĕркесене çирĕп пăхăннăран, хамăра çирĕплетнĕ район территорийĕсенчи

(Патăрьел тата Шăмăршă районĕсем кĕреççĕ) лару-тăрăва çулталăк тăршшĕпех тирпейлесе, сыхласа тăнă. Йĕрке хуралĕн сотрудникĕсен иртнĕ çулхи ĕçне пĕтĕмлетсе кĕскен çапла калама пулать: преступленисен шучĕ çавах юлнă темелле. Пĕр тĕслĕх çеç сахалтарах. Мĕн пурĕ 442 хура ĕçе шута илнĕ. Çакна та палăртса хăвармалла: питĕ йывăр тата йывăр преступлени тăвасси 75 тата 14,5 процент чакнă. Вĕсене уçса парассипе кăçал тата витĕмлĕрех, тăрăшарах тимлеме тивĕ, мĕншĕн тесен виçĕмçулхипе танлаштарсан кăтарту 2,5 процент япăхрах.

Чылай чухнехи пекех преступлени ушкăнĕнче тĕп вырăнта – ют пурлăха вăрласси. Ку тĕлĕшпе халăхăн культурине, ăнланулăхне ÿстерес тĕллевпе вырăнти влаç органĕсен, ытти субъектсен те тăрăшмалла.

Темиçе çул каялла Юхмапа Пăла тăрăхĕ ытларах ачасем усал ĕç тăвассипе палăрса тăратчĕ. Çавăншăн республика шайĕнче “чан” çапнисем те пулнă. Отчетлă тапхăрта çул çитменнисем преступлени тăвасси маларахри çулхинчен 26 процент чакнă. Ку вăл инспекторсем профилактика ĕçне кирлĕ пек туса пынинчен, шкул ачисемпе витĕмлĕ калаçусем, мероприятисем йĕркеленинчен килет. Кăçал та çак ĕçе хавшатмалла мар. Шалти ĕçсен органĕн сотрудникĕсемпе вĕрентÿ учрежденийĕсенчи тата çамрăксемпе ĕçлекен специалистсен, район администрацийĕ çумĕнчи çул çитмен ачасен правине хÿтĕлес енĕпе тимлекен комисси членĕсен час-часах çын йышлă пулакан вырăнсенче, культура çурчĕсенчи ташă каçĕсенче пулса рейдсем йĕркелемелле, хирĕç тăруран асăрханмалла.

Пирĕн ĕçри кăтартусем çине обществăлла хăрушсăрлăх полицийĕн служби пысăк витĕм кÿрет. Çулталăкра вĕсем тăрăшнипе 14625 çынна тĕрлĕрен сăлтавпа административлă майпа айăпланă. Вăл шутра обществăлла вырăнта ÿсĕр пулнăшăн 295, сăра ĕçнĕшĕн 90, пĕчĕк хулиганла ĕçсемшĕн 458, суту-илÿ йĕркине пăхăнманшăн 47 çын .

Шалти ĕçсен пайĕн административлă ĕçĕнче Чăваш Республикин право йĕркине пăсни çинчен калакан саккунсене мĕнле пăхăнни тĕп вырăнта. 2011 çулта пирĕн сотрудниксем хăйсем пурăнакан вырăна тирпейлĕ тытманшăн 173, килте эрех туса сутнăшăн 17, çемьери харкашушăн 294 çын ячĕпе протокол çырнă, мĕн пурĕ 3142.252 тенкĕ штраф панă. Айăпланнисен укçине пĕтĕмпех шыраса илнĕ.

Чăваш Республикин Президенчĕ М. Игнатьев Патшалăх Канашне янă “Çамрăксене шанмалла” Çырура йĕрке хуралĕн органĕсене пÿлĕмсенче пытанса ларса вĕсен территорийĕсенче криминал ÿснине сăнаса ларма мар, преступленипе кирлĕ мерăсем йышăнма чĕнсе каларĕ. Çакна полицин кашни сотрудникĕ ăнланса ĕçлемелле.

С. ИЗМУКОВ,

“Батыревский” уйрăм начальникĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика