14 января 2012 г.
Кăрлачăн 15-мĕшĕнче РФ следствин комитечĕн Чăваш Республикинчи следстви управленийĕн районсем хушшинчи следстви пайĕ прокуратура çумĕнчен уйрăлса тухса хăй тĕллĕн ĕçлеме пикенни çулталăк çитет. Йĕрке хуралĕн органĕ пĕрремĕш “отчета” хăйсем ĕçлекен Патăрьел, Шăмăршă, Елчĕк, Комсомольски районĕсенчи хаçат редакцийĕнче тимлекен журналистсемпе ирттерчĕ. Пресс-конференци уçă калаçу мелĕпе йĕркеленчĕ, çыравçăсем вулакансене кăсăклантаракан чылай ыйтăва хускатрĕç.
Тăватă районпа тимлекен следстви комитечĕн уйрăмне йĕркеленнĕренпех (2007 çултанпах) Руслан Небиуллович Шайхалов ертсе пырать. Штатпа палăртнă тивĕçсене ятар-лă пĕлÿллĕ, опытлă юрист-сем пурнăçлаççĕ. Граждансен, обществăн тата патшалăхăн ирĕкĕсемпе саккунла интересĕсене хÿтĕлес ĕçре следстви комитечĕн сотрудникĕсен тÿпи пысăк. Ертÿçĕ çумĕ Р. Салимзянов, аслă пулăшуçи В. Ярушкин, пĕлтерĕшлĕ ыйтусемпе тимлекен В. Егоров, аслă следователь тивĕçне пурнăçлакан Д. Тазюков, А. Эткеров, В. Сергиевский, I рязрядлă специалист Н. Маркиданова хăйĕн ĕçне пысăк яваплăхпа, тÿрĕ чунпа туса пыраççĕ.
Районсем хушшинчи следстви уйрăмĕ 2011 çулта преступлени тунипе çыхăннă 600 ĕçе тишкернĕ, тĕрĕслев, тĕпчев хыççăн 112 уголовлă ĕç пуçарнă. Вĕçленĕ уголовлă ĕçсен шутĕнче ют çын пурлăхне вăрланипе правосудие, правосудие хирĕçле, çыннăн Конституцинче палăртнă прависене хĕснипе, çара каяссинчен тарса çÿренипе (кун пек тĕслĕх Шăмăршăра çеç çук) çыхăннă фактсем ытларах.
Çыннăн пурнăçне тата сывлăхне сиен кÿрессипе çыхăннă преступленисем те пур. Çемьере тата йăлара пулнă йывăр тата уйрăмах йывăр преступленисене çынсем алкоголь шĕвекĕпе минренĕ хыççăн тунă. Çакнашкал çынсем ниçта та ĕçлеменнине тата пурнăç тĕллевĕсĕр пурăннине палăртмалла.
Следстви комитечĕ çул çитменнисен прависемпе ирĕкĕсене хÿтĕлесси çине пысăк тимлĕх уйăрать. 2011 çулта РФ УПК 144-145 статйисенче палăртнă йĕркесемпе килĕшÿллĕн тăватă тĕрĕслев ирттернĕ, Комсомольски районĕнчи хăй çине алă хунă çул çитмен ачан синкерлĕ ĕçне тĕпченĕ.
Çавăн пекех эпир иртнĕ çулсенче пулнă преступленисене уçса парассипе те тимленĕ. Пĕлтĕр маларахри çулсенче пулнă виçĕ ĕçе(Патăрьел тата Шăмăршă районĕсенче) уçса парса преступлени тăвакансене тупса палăртнă.
Кÿршĕ районсемпе танлаштарсан, нумай нациллĕ Юхмапа Пăла тăрăхĕ йышĕпе те пысăкрах. Çавăнпа следовательсен те тĕрлĕрен ĕçе ытларах та, вăрах вăхăт хушши те тĕпчеме, ĕçе тăрă шыв çине кăларма тивет. Следстви комитечĕ оперативлă шырав ĕçĕпе тимлекен организацисемпе пĕрле тăрăшса коррупципе çыхăннă преступленисене уçса парать. Кун пек хура ĕçе Каçал тăрăхĕнче çиеле кăларнă, пысăк должноçри çынна суд виçĕ çуллăха ĕçрен хăтарнă.
– Паян саккун умĕнче пурте пĕр тан: вăл пысăк вырăнта е пĕчĕк ĕçре... Преступлени турăн – явап тыт, ют çын правине хĕсĕрлерĕн – каллех сакккунпа çирĕп ыйтаççĕ. Конституци çавăн пек хушать. Пĕлтĕрхи çулталăк пуçламăшĕнче федерацин “ Раççей Федерацийĕнчи следстви комитечĕ çинчен” саккунĕ вăя кĕчĕ. Çавна май преступление уçса парас ĕçре пирĕн следстви комитечĕн ĕçченĕсен малашне тата пахалăхлăрах ĕçлеме тăрăшмалла, – терĕ пресс-конференцие пĕтĕмлетсе юстици майорĕ Р. Шайхалов.
А. ЕГОРОВА.
Предпринимательсене хÿтĕлетпĕр