18 января 2012 г.
НĂРВАШ ШĂХАЛĔНЧЕ В. Фролова почтальонкăна çак тăрăхра пĕлмен-палламан çын çук та пулĕ. Икĕ ача амăшĕ ĕç стажне тĕп хуламăрти çыхăну уйрăмĕнче 31 çул каяллах пуçланнă. Унтанпа хĕрарăмăн пурнăçĕнче те нумай улшăну пулнă. Валентина Григорьевна ялта почта тумне тăхăнса кăкăр урлă пысăк сумкăна çакни те çирĕм çул çитнĕ. Çак сахал мар вăхăтра хăйне ырă енчен çеç кăтартнă. Ахальтен мар ĕнтĕ ăна паян ватти те, вĕтти те сума сăвать.
Кивĕ Çĕнĕ çул кунхине хисеплĕ почта ĕçченĕн юбилей пулнă, вăл çур ĕмĕр тултарнă. Район хаçачĕн тусĕсемпе çирĕп çыхăну тытакан хастара телей те ăнăçу çеç сунар. Сăмах май, кунта “Авангарда” та пĕрремĕш çур çул валли пĕлтĕрхинчен ытларах çырăнтарнă.