АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Надежда Юрпи – ыр сăмаха чи тивĕçли

18 января 2012 г.

ТУÇА чиперкки – Надежда Юрпи (Салмина) Чăваш эстрада çăлтăрĕсен ушкăнне ăнсăртран лекмен. Пулас юрăçăн кĕмĕл сасси вăтам шкулта вĕреннĕ чухнех туптаннă. Ун чухнех хĕрача тăван ял халăхне хитре юрăсем чылай парнеленĕ. Паян вара вăл сцена çинче чăн ăстасемпе юнашар. Унăн пултарулăх çăлкуçĕ иксĕлми. Чăваш Ен, юратнă атте-анне çĕршывĕ, тăванлăх пирки çамрăк артистка хăех сăвă çырать, кĕвĕлет, шăнкăрав пек уçă сассипе шăрантарать. Ахальтен мар ĕнтĕ вăл Чăваш наци радиовĕнче Георгий Вакку йĕркелекен “Янра, юрă” хит-парада хутшăнса пĕрремĕш вырăна çĕнсе илнĕ. Надежда Юрпи юррине итлекенсем чылайăшĕ ăна пысăк хак панă. Çывăх вăхăтра вăл ентешĕсене хăйĕн черетлĕ альбомне парнелесшĕн.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика