18 января 2012 г.
ÇĔНĔ ÇУЛ – парнеллĕ уявсенчен пĕри. Мĕншĕн тесен, Хĕл Мучипе Юр пике пушă алăпа çÿремеççĕ, вĕсен кутамкки яланах туп-тулли. Сăкăт шкулне те вĕсем савăнтарнă: ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен секцине çÿрекен ачасем валли формăсем тата çамрăк хоккеистсем валли клюшкăсем илсе килнĕ. Вĕренекенсене хавхалантаракансем çак шкултан вĕренсе тухнă выпускниксемех: Алексей Чернов, Александр Чиркин, Юрий Гусаров, Евгений Чиркин, Валерий Ларионов, Алексей Шакмаев, Михаил Мишин, Александр Анюров. Ыркăмăллăхшăн тав тумасăр ăçтан чăттăр чун;