АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Канашлура – паянхи ыйтусем

18 января 2012 г.

Тунтикун район администрацийĕн пуçлăхĕ Н. Глухов структура подразделенийĕн, предприятисен, организацисен, учрежденисен ертÿçисемпе, ял тăрăх пуçлăхĕсемпе канашлу ирттернĕ. Кунта финанс пайĕн пуçлăхĕ С. Чернова 2011 çулхи пĕрлештернĕ тата муниципалитет пĕрлĕхĕсен бюджечĕсем пирки уйрăммăн чарăнса тăнă.

Кăрлачăн 19-мĕшĕнче – Кăшарни. Çулсеренех çак кунхине хастар çынсем вак касса сăвапланă вырăнсенче шыва кĕреççĕ. Çавăнпа та гражданла хÿтĕлев тата чрезвычайлă лару-тăру пайĕн начальникĕ Г. Каллин хăрушсăрлăх йĕркисене çирĕп пăхăнмалли пирки асăрхаттарнă. Канашлура “Да будет свет!” смотр-конкурса та пĕтĕмлетнĕ. Предприяти, организацисен ушкăнĕнче “Россельхозбанк” УАОн Чăваш регионĕнчи уйрăмĕ ыттисемшĕн чи кăтартулли пулнă. Уйрăм хуçалăхсенчен Патăрьелĕнчи Виталий Кудрявцев пĕрремĕш, Козловкăри Олег Плешков иккĕмĕш вырăнсенче. Шăнкăртамри Фаик Шапка тата Марат Хакимов çĕнĕ çул умĕн урамсене капăрлатнăшăн виççĕмĕш вырăнсене йышăннă.

Ялсене симĕслетес, тирпейлесе хăтлăх кÿрес тĕлĕшпе йĕркеленĕ республикăри конкурса вара Патăрьелсем тăватă номинаципе дипломсене тивĕçнĕ. (Патăрьелĕнчи “Жасмин” кафе, Шăнкăртамри Феизов ячĕллĕ шкул, Шăнкăртамри Нариман ячĕллĕ урам, Патăрьелĕнчи ача-пăча площадки).

Канашлура район пурăнçĕпе çыхăннă ытти ыйусене те сÿтсе явнă.

(Хамăр корр.).

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика