18 января 2012 г.
Хĕл хырăмĕ чăннипех те аслă. Кăна пĕлтĕрхи сивĕ кунсем лайăх çирĕплетрĕç. 2010 çулхи шăрăха пула ял хуçалăх предприятийĕсем те, уйрăм хуçалăхпа пурăнакансем те выльăх апатне çителĕклĕ хатĕрлейменччĕ. Çавна май ютран нумай туянчĕç. Ытти регионсенчен илнин пахалăхĕ лайăхах марччĕ. Кăна АПК-ра вăй хуракан тĕп специалистсем те çирĕплетеççĕ. Тăраниччен апат çиеймен выльăхсем аванах хавшаса юлчĕç. Ку кăтартусенчен те курăнать. Пăру, çура илесси, сĕт антарасси, ÿт хушасси маларахри çулсемпе танлаштарсан – пĕчĕкрех. Юрать-ха, пĕлтĕр çанталăкĕ çĕр ĕçченне кÿрентермерĕ. Нумай тата пĕр çул ÿсекен курăксем те, пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем те лайăх çитĕнчĕç, пахча çимĕçĕ те ăнса пулчĕ. Ял хуçалăх кооперативĕсем хĕле валли 3784 тонна утă, 5 пин тонна яхăн улăм, 14 пин тонна ытла сенаж, 14 пин тонна яхăн силос, 7 пин тонна патнелле концентратлă апат янтăланă. Пĕр условнăй выльăх пуçне кăçал 41 центнер апат единици тивет, вăл шутран хĕл каçарма – 27.
Выльăхсен рационне пуянлатас тĕллевпе агропрмышленность комплек-сĕсем жом та турттараççĕ.
(Хамăр корр.).