АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пăр çине – депутатсен парнисемшĕн

18 января 2012 г.

Кăрлачăн 15-мĕшĕнче Первомайскинче ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсен О. Мешковпа П. Никифоров парнисене çĕнсе илессишĕн ял тăрăхĕсен командисем хушшинче хоккейла выляссипе чемпионат иртрĕ.

Спорт уявне уçнă çĕре Патăрьел район пуçлăхĕ Михаил Петров, район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Глухов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Олег Мешковпа Петр Никифоров, Первомайскинчи ял тăрăх пуçлăхĕ Владимир Секретов, “Паттăр” спорт шкулĕн директорĕ Алексей Краснов хутшăнчĕç. Ăмăрту çивĕч кĕрешÿре иртрĕ, куракансем ăна пысăк хавхаланупа пăхса савăнчĕç. Пăрлантарнă лаптăкра Сăкăт, Çĕнĕ Ахпÿрт, Пăлапуç Пашьел, Первомайск ял тăрăхĕнчи хоккеистсем тупăшрĕç. Ушкăнсенче вылякан спортсменсем пурте вăйă ăсталăхне начар мар пĕлеççĕ. Çавăнпах ĕнтĕ чемпионат çивĕч кĕрешÿре иртрĕ. Пĕрремĕш тĕлпулура Сăкăтсемпе Пăлапуç Пашьелсем пысăк хастарлăхпа шайбăна унталла та кунталла вылятрĕç. Командăсенче Николай Глуховпа Олег Мешков та тупăшрĕç. Пуçламăш вăйăра Сăкăтсем хăйсене хирĕçле вылякансене парăнтарчĕç, иккĕмĕшĕнче вара Çĕнĕ Ахпÿртсем Первомайскисенчен вăйлăрах пулчĕç. Патшалăх Канашĕн депутачĕсен парнине çивĕч кĕрешÿре Çĕнĕ Ахпÿрт спортсменĕсем çĕнсе илчĕç.

А. НИКОЛАЕВА.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика