АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЙĕРКЕ ПĕРРЕ.

18 января 2012 г.

 ĂНА ПĂХĂНМАЛЛА улта аслă классенче право конференцине ирттересси йăлана кĕнĕ. Ку хутĕнче вăл “Гражданин тата закон” темăпа пулчĕ. Ăна шкул директорĕ В. Солдатов уçрĕ. Ачасем умĕнче директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ И. Терентьева, çул çитмен ачасемпе ĕçлекен инспектор, полици капитанĕ Е. Самакина, район прокурорĕ Ю. Фуражников, çар комиссариачĕн Патăрьел тата Шăмăршă районĕсен пайĕн пуçлăхĕ В. Лященко тухса каларĕç. Вĕсем шкул ачисене пырса тивекен федераллă саккунсене пăхăнмаллине аса илтерчĕç. Рязанти аслă çар училищинче вĕренекен Д. Савельев дипломлă специалистсен малашлăхĕ çинче чарăнса тăчĕ.

Шкулта “Патриот” клуб ĕçлет. Унта 8-9 классенчи 30 ытла ача çÿрет. ОБЖ ертÿçи Ю. Васюткин клуб ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ, ачасемпе ирттерекен тĕллевлĕ занятисем вĕренекенсене пурнăç çулĕ çине тăмалли профессие суйласа илме май панине палăртрĕ. Калаçу çитĕнекен ăрушăн усăллă пулчĕ.

В. ВСЕВОЛОДОВ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика