АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » КАМ-ХА ВЫРĕ МАЛАШНЕ САРĂ ТУЛĂ ПУССИНЕ;

18 января 2012 г.

Çуллен Чăваш ял хуçалăх академийĕ аслă пĕлÿллĕ специалистсем – агрономсемпе инженерсем, выльăх тухтăрĕсем, тата тем тĕрли – хатĕрлесе кăларать. Хальхи вăхăтра кунта 2400 ытла студент пĕлÿ пухать. Вĕсем хушшинче Юхмапа Пăла тăрăхĕнче çитĕннĕ çамрăксем те чылай. Унсăр пуçне Патăрьелĕнчи професси училищинчен кашни çул пĕр ушкăн, 25-30 яш, механизатор правипе тухать. Ĕçпе тивĕçтерекен центр урлă, коммерци мелĕпе тата 40 ытла çын училищĕре вĕренсе ятарлă документ илет. Шутне пăхсан вĕсем ял хуçалăх пĕрлешĕвĕсенче ытлашшипех пулмалла пек туйăнать. Анчах тĕп специалистсем, трактористсем, выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче тăрăшакансем çитмеççĕ. Пуррисем хушшинче те ытларах аслă çултисем, тивĕçлĕ канăва кайнисем. Районти икĕ хуçалăхра кăна нумай пулмасть вĕренсе тухнă агрономсем ĕçленине пĕлетĕп.

– “Исток” агрофирмăра пĕр çамрăк зоотехник пур. Выльăх усракан ытти хуçалăхсенче ĕçлекенсен пурин те çулĕсем шултăраланнă. Вĕсем тивĕçлĕ канăва кайсан, кам килсе тăрăшĕ; – пăшăрханать райадминистрацин ял хуçалăх пайĕн аслă зоотехникĕ Ю.Федоров.

Çамрăксем ялта тĕпленме, илнĕ пĕлĕве тĕллевлĕ усă курма васкамаççĕ. Ун вырăнне хуласене стройкăсене каяççĕ. Шалти ĕçсен органĕнче, пасарта тата ытти çĕрте вăй хуракансем хушшинче агрономсемпе инженерсем, зоотехниксем сахал тетĕр-им; Ял хуçалăхĕнче кадрсем çителĕксĕррин сăлтавĕ – ĕç укçи сахалли тата ... Яш-кĕрĕм хăйсем юратнă профессипе вĕренме кайманнинче, ашшĕ-амăшĕ хистенипе аслă пĕлÿ пултăр тесе çеç шухăшланинче. Районти ĕçпе тивĕçтерекен центрта аслă пĕлÿллĕ 16 экономист, 8 юрист, кĕçĕн классене ăс паракан 8 учитель шутра тăраççĕ. Унта маррисем тата мĕн чухлĕ-ши! Çак специальноçсемпех вĕренекенсем диплом илекенсем ăçта вăй хурĕç-ши; Ашшĕ-амăшĕ, патшалăх тăкакланă укçа ахалех сая каять.

Коммерци мелĕпе вĕрентни те “ĕнерхи кун” профессийĕсене ытларах хатĕрлеме май парать. Укçа-тенкĕрен пуяннисем шкулта начар вĕреннĕ ачисенех аслă пĕлÿ илтерессишĕн тапаçланаççĕ. Дипломлă специалистсен шучĕ çапла майпа татах нумайланать. Çав ачаран, тен, питĕ лайăх механизатор пулатчĕ пуль.

Ял хуçалăх пĕрлешĕвĕсенче агрономсемпе инженерсем, зоотехниксем çукки сисĕнсех тăрать. Техникăна патшалăх тĕрĕслевĕ витĕр кăларнă е хĕле хатĕрлесе лартнă чухне ĕçе тивĕçлĕ шайра пурнăçламанни, фермăсенче ăратлăхпа ĕçлеменни, хĕле тивĕçлĕ пек кĕтсе илменни курăнать.

– Хуçалăх ертÿçи пур çĕре те пĕччен ĕлкĕреймест. Тĕп специалистсен унăн пулăшуçисем, вăл çук чухне ăна улăштаракансем пулмалла. Хăш ял хуçалăх пĕрлешĕвĕнче агроном та, инженер та, зоотехник та пур, вĕсем тупăшлă ĕçлеççĕ. “Малалла”, “Первомайск”, “Звезда”, “Труд”, “Красное знамя”, Батыревский” хуçалăхсене кăна илер. Çулленех кăтартăвĕсем лайăх. Хам зоотехник пулнă майăн çакна калама пулать: ăçта выльăх-чĕрлĕхпе ĕçлекен ятарлă çын пур, унта учет, отчет ĕçĕсене те тивĕçлĕ шайра пурнăçлаççĕ, – тет Юрий Федоров малалла.

– Ял хуçалăх предприятийĕ аталанса пытăр тесен, тĕп специалистсем кирлех. Вĕсем çĕнĕлĕхсене йĕрлесе пыраççĕ, çитменлĕхсене пĕтереççĕ, – палăртать “Звезда” кооперативăн ертÿçи Валерий Кузнецов та кадр ыйтăвне хускатсан.

– Пирĕн хуçалăх ăратлă выльăхсемпе ĕçлет, çавна май зоотехник–селекционер та пур. Вăл пулмасан, ĕнесемпе сыснасене йăхтарассине кам йĕрлесе пырĕ; Кашни специалист хăй вырăнĕнче пулмаллах, – пĕлтерет “Красное знамя” кооперативăн тĕп зоотехникĕ Ю.Чернов.

Шкул программинче те халь ял хуçалăх профессийĕсемпе çывăхлатмалли предметсем çук. Унччен вĕренекенсене фермăсене илсе çÿренĕ, выльăхсен рационĕсемпе паллаштарнă, аппаратпа сĕт сума вĕрентнĕ. Арçын ачасем шкултанах техникăпа çывăхланнă, тракторист прависене илнĕ. Хăть ăçта та руль умне ларма пултарнă. Ашшĕсемпе пĕрле пулăшуçă пулса вырмана хутшăннă. Кайран нумайăшĕ тÿрех колхозра ĕçлеме пуçланă.

Паян ĕçрен, тăван çĕртен писсе ÿсекен ачасем çитĕнтерместпĕр-ши эпир; Тыр-пул ÿстерекен, выльăх–чĕрлĕх пăхакан пулмасан, космос карапĕсем уçлăха парăнтараймаççĕ, ученăйсем çĕнĕлĕхсем шухăшласа кăлараймаççĕ. Çакна çитĕнекен ăрăва тĕплĕнрех ăнлантармалла. Хуçалăх ертÿçисен вĕренекенсемпе çыхăну тытни те пысăк пĕлтерĕшлĕ, пĕрремĕш тата юлашки шăнкăравсем янăранă чухне çеç курнăçни çителĕксĕр. Çавăн пекех ял хуçалăх пĕрле-шĕвĕсем çĕнĕ технологисене пурнăçа кĕртсе пыни, хăватлă техникăсем туянни те кадр çивĕчлĕхне чакарать. Тăтăш юсав витĕр тухакан тракторпа е комбайнпа никам та вăй хурасшăн мар.

О.ПАВЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика