18 января 2012 г.
Çул çинче пулакан аварисен сăлтавĕ тĕрлĕрен: водительсем çул-йĕр правилисене пăхăнмасăр пысăк хăвăртлăхпа пыраççĕ, тĕрĕс мар йĕркепе иртсе каяççĕ е пырса кĕреççĕ тата ытти те. Вĕсенчен чи хăрушши те чуна ыраттараканни – çула тухма хатĕрленекен çине-çинех черккине ÿпĕнтерни. Ун пек чухне вара теветкеллĕх тата ытларах ÿсет.
Патăрьел тата Шăмăршă районĕсене илес пулсан, çул-йĕр правилисене пăхăнассипе çыхăннă административлă йĕркене пăснă тĕслĕхсем çулталăкра вăтăр процент чакнă. Çакă, паллах, кăмăллă. Саккунĕ çирĕп ыйтать пулин те, çапах та ÿсĕрле руль умне ларса çула тухакансем çав-çавах пур-ха. Пирĕн районта çак сăлтавпа 225 водителе протокол çырнă пулсан, Шăмăршăра вăл самай сахалтарах – 118 çеç. Автомобильсен йышĕпе те вĕсенчен чылай çÿлте тăратпăр. Хальхи вăхăтра Юхмапа Пăла тăрăхĕнче 8566 транспорт хатĕрĕ, кÿршĕсен – 2292.
А. КАРГИНА,
çул-çÿрев инспекцийĕн инспекторĕ.