21 января 2012 г.
РОСПОТРЕБНАДЗОР управленийĕн Патăрьелĕнчи уйрăмĕн яваплă специалисчĕсем иртнĕ çулăн юлашки кварталĕнче Ю. Кузнецов, Н. Федоров, Г. Мулендеев, Л. Сафиуллина предпринимательсем потребительсен правине хÿтĕлес, суту-илÿ йĕркине пăхăнас тĕлĕшпе ĕçленине тĕрĕсленĕ, пĕчĕк бизнес субъекчĕсен çитменлĕхĕсене тупса палăртнă, пурне те кирлĕ пек айăпланă, административлă штраф панă.Тĕпрен илсен çитменлĕхсем пурин те пĕрешкел:срокран тухнă таварсем сутни,тавара хак паракан ценник пулманни, сутуçăсем хатĕрленĕ чĕркемри виçе тухманни тата ытти те.