21 января 2012 г.
КĂШАРНИ ячĕпе Тăрăн ялĕн кĕперĕ çывăхĕнче, Пăла çинче, пăр касса хĕреслĕ вак уçнă. Ăна кĕл туса тасатнă, сăвапланă. Хăйсен çылăхĕсемшĕн ÿкĕнсе тасалас, чир-чĕртен хăтăлас, сывлăхлă пулас текенсем унта пĕр эрне хушши, январĕн 28-мĕшĕччен кĕрсе чÿхенме пултараççĕ. Пысăк чăтăмлăхлисемшĕн, хастаррисемшĕн вăл кунĕпе те, çĕрĕпе те ĕçлĕ.Районта Христоса тĕне кĕртнĕ аслă уяв ячĕпе йĕркеленĕ мероприятисем çинчен çитес номерте тĕплĕнрех пĕлтерĕпĕр.