АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кăтартусем начар мар

21 января 2012 г.

Кăçалхи кăрлачăн пĕр-ремĕшĕ тĕлне районти пур категориллĕ хуçалăхра пурĕ 17340 пуç ĕне–выльăх шутланнă. Ку вăл маларахри çулпа танлаштарсан 86 ытларах. Анчах ял хуçалăх кооперативĕсенче йыш, пĕлтĕрхи кăтартусемпе пăхсан, 3609 пуç е 92 процент тăрса юлнă. “Исток”, “Батыревский” хуçалăхсенче кĕтĕве 45 тата 22 пуç пысăклатнă.

Ĕнесен шучĕ çулталăк пуçламăшне 8472 (102 процент) пуç пулнă: АПК-ра – 1475 (8 пуç нумайрах), уйрăм хуçалăхсенче – 6605, фермер хуçалăхĕсенче – 392. Йыша “Красное знамя” тата “Батыревский” хуçалăхсем 10 пуç нумайлатнă.

Районĕпе сĕт 38053 тонна е 103,7 процент сунă. Агропромышленность комплексĕсенче кăтарту 6793 тоннăпа (102, 5 процент), уйрăм хуçалăхсенче – 30542, фермер хуçалăхĕсенче 708 тоннăпа танлашать. Пĕр ĕне вăтамран 4630 килограмм шурă шĕвек антарнă. Ленин ячĕллĕ, “Звезда”, “Батыревский”, “Исток” хуçалăхсенче сăвăм тата пысăкрах: 5 пин килограмм ытла.

Çулталăк тăршшĕпе 1421 пуç пăру илнĕ.

Районĕпе сысна 15775 пуç усраççĕ. Кăтарту иртнĕ çулхипе пĕр пекех. Апла пулин те ял хуçалăх кооперативĕсенче вĕсен шучĕ чакнă. Чÿк, раштав уйăхĕсенче витесенче йыш 1254 пуç ÿснине тата “Юрма” агрохолдинг хута кайнине шута илсен, малашне кăтартусем лайăхланас шанăç пур.

Пĕлтĕр çĕр тĕп сысна ами пуçне –1368, пурĕ 5438 çура илнĕ.

Аш-какай туса илессипе те иртнĕ çул начар ĕçленĕ теме çук. Пур категориллĕ хуçалăхсенче 7644 тонна какай (105 процент) хатĕрленĕ. Ял хуçалăх производствинче кăтарту вара маларахри çултинчен пĕчĕкрех. Ку виçĕм çул çанталăк шăрăх тăнине пула апат çителĕклĕ хатĕрлейменнипе, рацион балансне кирлĕ пек йĕркелейменнипе тата йыша чакарнипе çыхăннă. Йывăрлăхсене пăхмасăрах “Красное знамя”, “Труд”, “Звезда”, “Исток”, “Первомайск” хуçалăхсенче, Е. Мартышкинăн фермер хуçалăхĕнче ăнăçлă ĕçленĕ.

Ю.ФЕДОРОВ,

ял хуçалăх пайĕн зоотехникĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика