21 января 2012 г.
Январĕн 18-мĕшĕнче районта пĕрлĕхлĕ информаци кунĕ иртрĕ. Унăн темисем: 2012 çулхи мартăн 4-мĕшĕнче Чăваш Республикинче РФ Президенчĕн суйлавне хатĕрленсе ирттерсе ярасси; республикăн 2011 çулхи социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн итогĕсем тата 2012 çулхи тĕллевсем.
Информаци кунĕн ушкăнĕпе районта ЧР ШĔМĕн полици начальникĕн çумĕ С. Белоусов, РФ социаллă страховани фончĕн Чăваш Енти регион уйрăмĕн управляющи çумĕ Т. Алексеева, финанспа бюджет надзор федераллă службин Территори управленийĕн ертÿçи Н. Константинова, ЧР Патшалăх Канашĕн председателĕн çумĕ О. Мешков пулнă, администраци подразделенийĕсен ертÿçисен, ял тăрăхĕсен, организацисен, предприятисен, учрежденисен ертÿçисемпе тĕл пулу ирттернĕ. Информаци кунĕнче Россельхозцентрăн Патăрьелĕнчи филиалĕн ертÿçи О. Глухов, район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн тĕп зоотехникĕ Ю. Федоров хăйсен отраслĕсенче ĕçсем мĕнле пыни, малашлăх плансемпе паллаштарнă.
Малалла Николай Глуховпа Олег Мешков районти тĕп библиотекăра йĕрке хуралĕн органĕнчи ветерансен Канашĕн президиумĕн членĕсемпе тĕл пулнă, ватăсене пăшăрхантаракан ыйтусене сÿтсе явнă. Çакнашкал тĕл пулу Нăрваш Шăхалĕнчи вăтамшкул коллективĕнче те иртнĕ.
Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕн ытти ушкăнĕсем Патăрьел, Ыхра Çырми, Сăкăт, Турхан ял поселенийĕсене çитнĕ.
(Хамăр корр.).