21 января 2012 г.
Чрезвычайлă лару-тăруран тухма хăнăхтарас, пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене вĕрентес, ачасене тата çынсене вутпа асăрхануллă пулмаллине аса илтерес тĕллевпе йĕркелет ВДПОн районти уйрăмĕ çулленхи конкурса, “Тĕнче пирĕн алăра” наукăпа практика конференцине. Вĕсене шкул çулне çитмен учрежденисене, шкулсене, професси училищине çÿрекенсем хутшăнаççĕ. Конкурс вĕçленнĕ май пĕтĕмлетÿ тума та кăмăллă. 6-10 çулхи ачасем хушшинче ÿкерчĕксем тăратса Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти М. Думилин, Сăкăтри К. Мишина, Кивĕ Ахпÿртри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулти О. Салмина пĕрремĕш-виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç.
11-14 çулхисенчен Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти И. Андреева пĕрремĕш, А. Петрова иккĕмĕш, Кивĕ Ахпÿртри А. Арланова виççĕмĕш вырăнсене тухрĕç.
15-18 çулсенчи ачасенчен Алманчăри вăтам шкулти А. Григорьевăпа Пăлапуç Пашьелĕнчи вăтам шкулти Н. Чебоксаровăн ÿкерчĕкĕсем лайăххисем пулчĕç.
Стена хаçачĕ кăларса Пăлапуç Пашьелĕнчи вăтам шкулти Д. Иванова, Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулти Р. Филиппова, пĕрремĕшĕнчи П. Фролова палăрчĕç. Эмблемăсем вара Первомайскинчи вăтам шкулти Р. Архипова, А. Андреева, Е. Киргизова, Д. Шагарова, Патăрье-лĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти А. Тинюков вĕренекенсен паха пулчĕç.
Комисси Кзыл Чишмари шкулти ачасен ушкăн ĕçне аппликаципе пĕрремĕш вырăн пачĕ. Иккĕмĕшне Пăлапуç Пашьелĕнчи вăтам шкулти Л. Храмова, виççĕмĕшне Аслă Чементи вăтам шкулти А. Фролов тухрĕç. Ыхра Çырминчи вăтам шкулта вĕренекен К. Вахитовăн керамикăпа ĕçлес пултарулăхĕ пур. Чăваш Ишекĕнчи пуçламăш шкулпа ача садĕнчи Н. Курманаев, Алманчăри вăтам шкулти М. Никитин, Пăлапуç Пашьелĕнчи вăтам шкулти А. Чернов, О. Гордеева макет ăсталаса пĕрремĕш-виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç. Патăрье-лĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулти Е. Журавлев, Алманчăри вăтам шкулти С. Чихин, К. Горбунова, Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулти А. Аппакова вара кроссвордсем ăсталассипе палăрчĕç.
Первомайскинчи вăтам шкулти К. Молочникова “Вĕренÿ çуртĕнче пушар хăрушсăрлăхне пăхăнассине тĕпчени”, Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулти Д. Хусеинова “Ялăн пушар чаçĕн историйĕнчен”, Алманчăри вăтам шкулти А. Никитина “Вăрманти пушар”, Б. Каруев “Пушар тухнин сăлтавĕ” ĕçĕсене тĕпчевлĕ хатĕрлесе наукăпа практика конференцийĕнче хÿтĕленме тивĕçлине палăртрĕ.
Çĕнтерÿçĕсен ĕçĕсем республикăри конкурса хутшăнаççĕ.
А. АНДРЕЕВА,
ВДПО инструкторĕ.