21 января 2012 г.
ÇАМ Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулта ачасен тавра курăмне анлăланас, экстремизмпа терроризмран асăрханас тĕллевпе вĕрентÿ занятийĕсем ирттерсех тăраççĕ. Ку енĕпе викторинăсем, конкурссем, диспутсем йĕркелеççĕ. Районти пушар хуралĕн ĕçченĕсемпе тĕл-пулусем пулаççĕ. Ку хутĕнче ВДПО инструкторĕ А. Андреева ачасемпе вут-çулăмпа асăрхануллă пулмалли çинчен сăмах пуçарчĕ, пушара сÿнтермелли хатĕрсемпе ĕçлеме вĕрентрĕ. Вĕренекенсем кăсăклă ыйтусем çине хуравсем тупрĕç. Викторинăра çĕнтернисем инструктор аллинчен парнесем илчĕç.
Тепринче вĕрентÿ эвакуацийĕ пулчĕ. “Пушар” тухни çинчен пĕлтерсе шăнкăрав янăрарĕ. Кĕске хушăра шкул ĕçченĕсемпе вĕренекенсем палăртнă вырăна пуçтарăнчĕç. Класс ертÿçисем ачасем сусăрланманни, çухалманни çинчен пĕлтерчĕç. Г. Антонова техслужащи пушар хуралне, тĕп больницăн васкавлă пулăшу уйрăмне вăхăтра шăнкăравлама пултарчĕ. Районти пушар надзорĕн ертÿçин çумĕ С. Андреев вĕрентÿпе усă курса 2011 çулхи ĕç-хĕлпе паллаштарчĕ.
В. АНТИПОВ.